Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланиччен уй-хирте чылай ӗҫ пурнӑҫлама пултарчӗҫ. Хӑшӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акассине вӗҫленӗ те.
Майӑн 28-мӗшӗ тӗлне планпа кӑҫал акма палӑртнӑ тырӑсен лаптӑкӗн 90,7 проценчӗ ҫине вӑрлӑха ҫӗр айне хывса хӑварнӑ. Маларах акнисем шӑтса та тухнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗрулмине 463 гектар (палӑртнин 68,1 проценчӗ чухлӗ) лартнӑ. Ку енӗпе «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ӗҫленӗ. Михайловӑн, Кузнецовӑн фермер хуҫалӑхӗсем, «Комсомольские овощи» агрофирма 70 гектар пахча ҫимӗҫ акса-лартса хӑварнӑ.
«Слава картофелю» агрофирма тата Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 423 гектар горчица, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ 140 гектар рапс, Хайртдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ, «Луч», «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсем 825 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ, «Искра», «Урожай» колхозсем, «Труд», «Рассвет», «Слава», «Луч» тата ытти хӑш-пӗр ял хуҫалӑх кооперативӗсем 495 гектар куккурус акнӑ.
Ҫанталӑк уяртсан ака-суха ӗҫӗсем малалла тӑсӑлӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗн тӗп тӗллевӗ — уй-хир культурисене палӑртнӑ лаптӑксене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ акса хӑвараси.
Минзаит Зайнуллин.

