Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗпе килӗшӳллӗн «Герой парттине» уҫнӑ. Ӑна ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн пуҫне хунӑ Валерий Краснова халалланӑ. Валерий Алексеевич Афган вӑрҫин ветеранӗ пулнӑ, СВО пуҫлансан чун-чӗри хушнипе вӑл Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме Украина ҫӗрне тухса кайнӑ.
«Герой партти» вӑл ахаль шкул сӗтелӗ ҫеҫ мар. Вӑл астӑвӑм, хӑюлӑх, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑвӑн палли. Вӑл патриотлӑха, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе мала хунине, ҫӗршывшӑн пурнӑҫне те пама хатӗр пулнине хӑйсен тӗслӗхӗпе кӑтартса панӑ хӑюллӑ ентешсем ҫинчен ачасене кашни кун аса илтерсе тӑрӗ. Шӑпах ҫак пахалӑхсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ те чӑн-чӑн геройсем.
Мероприятие хутшӑнакансем Валерий Алексеевичӑн паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланнине, унӑн ячӗ ентешӗсен чӗрисенче ӗмӗрех упраннине палӑртнӑ.

