Вторник, 11 августа

Библиотека вӑл – хавхалану ҫӑлкуҫӗ

Библиотека вӑл – хавхалану ҫӑлкуҫӗ

Кӗнеке вӑл — ахаль хут ҫеҫ мар, алӑ ҫинче вырнаҫакан тӗнче. Вӑл пире пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрет, тавракурӑма анлӑлатма пулӑшать, ӑс-тӑна пуянлатать. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашас, вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тесе эпир библиотекӑсене васкатпӑр. Вӗсен пысӑк пӗлтерӗшне палӑртса майӑн 27-мӗшӗнче ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра та уяв мероприятийӗ иртрӗ.  

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, администрацин вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проект координаторӗ Е.Н.Соколова, культура тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Дария Грибова библиотекӑра тӑрӑшакансене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунса малашне те самана таппипе ӗлкӗрсе пыма, округ ҫыннисене ҫӗнӗ кӗнекесемпе савӑнтарма, яланхиллех мероприятисенче хастар пулма сунчӗҫ. Чи пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене вӗсем Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ. Библиотекӑна нумай ҫул ертсе пыракан Инна Ядрова вулавӑш кунран-кун ҫӗнелсе, илемленсе пынине, унӑн фончӗ пуянланса пынине палӑртрӗ, округ тата республика ертӳлӗхне ҫакӑншӑн чӗререн тав турӗ.

Мероприятире чи активлӑ вулакансене те палӑртрӗҫ. Ҫак ята Ясмина Калакова, Алина Иванова, Арине Гельметдинова, Луиза Петрова, Екатерина Макарова, Вовчексен ҫемйи тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех библиотекӑсен уявӗ умӗн округра «Фотоиллюзии в библиотеке» фотоконкурс ирттернӗ. Унта паянхи вулавӑш ҫынсене хавхалану кӳнине сӑнлакан нумай сӑн ӳкерчӗк ярса панӑ. Уявра ҫак конкурса пӗтӗмлетсе унӑн ҫӗнтерӳҫисене те чысларӗҫ: Светлана Григорьева,  Ирина Крылова, Любовь Филиппова, Вера Горбунова, Надежда Козлова, Елена Васильева.

Ҫак кун нумай ӑшӑ салам сӑмахӗ янӑрарӗ. Библиотека ӗҫӗн ветеранӗсем те, активлӑ вулакансем те библиотекарьсене саламласа малашне те профессире ҫитӗнӳсем туса пыма сунчӗҫ. Уява пынӑ ачасем вара хӑйсен юрри-ташшипе пурне те савӑнтарчӗҫ.   

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *