Ҫак кунсенче Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» ҫамрӑксен 5-мӗш агрослечӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан тата вӗренекен 1500 ытла ял ҫамрӑкӗ хутшӑнчӗ. Пысӑк масштаблӑ форума «Единая Россия» партин «Раҫҫей ялӗ» проекчӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалласа йӗркеленӗ.
Мероприятие уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ. Вӑл 5 ҫул хушшинче слет активлӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑксене пӗрлештерсе тӑракан лапам пулса тӑнине палӑртрӗ. Кунта ӑрусен диалогӗ пулса иртни, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май пулни, ял территорийӗсене аталантармалли йышӑнусем туни ҫинчен каласа хӑварчӗ.
Форумӑн ӗҫӗ 4 тематикӑлла блокра пулса иртрӗ. «Чӑваш Енри тарӑн йӑла-йӗркесем» дискусси 250 ҫынна хӑй патне пуҫтарчӗ. Унта регионӑн культура кодне, историпе культура еткерлӗхне, халӑх йӑли-йӗркисене упраса хӑварассине сӳтсе яврӗҫ. «Ҫамрӑк саккунҫӑсен клубӗнче» юридици тата экономика енӗпе пӗлӳ илекенсем тата ҫамрӑк депутатсем парламентаризм мӗнле пулса кайни тата паянхи саккунсемпе ҫыхӑннӑ самантсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Патриотизм блокӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсем хӑйсемпе пӗрле службӑра тӑракансен хӑюлӑхӗпе паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ геройӗсене те асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ. «Ҫамрӑксен суйлавӗ» стратегилле сессире ял хуҫалӑх секторӗнчи кадрсем ҫинчен ыйту хускатрӗҫ.
Агрослетра ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, кӗрешӳ енӗпе республика турнирӗ тата квадроциклсемпе ӑмӑрту иртрӗҫ. Округсен делегацийӗсем хӑйсен творчествӑлла номерӗсене кӑтартса пачӗҫ, пулӑ шӳрпи пӗҫерес енӗпе те ӑмӑртрӗҫ.
Комсомольски округ команди тӗрлӗ лапамсен ӗҫне хастар хутшӑнчӗ, спорт мероприятийӗсенче те активлӑхпа палӑрчӗ. Ҫамрӑксен проекчӗсене сӳтсе явасси, агротуризма аталантарасси, ялти пуҫарусене пулӑшу кӳресси вӗсемшӗн питӗ интереслӗ пулчӗ. Творчествӑлла номер те пирӗн округ ҫамрӑкӗсем пултаруллӑ пулнине кӑтартса пачӗ.
Наталья Калашникова.

