Вторник, 11 августа

Ӑстараххисем ҫӗнтерчӗҫ

Ӑстараххисем ҫӗнтерчӗҫ

Волейбол енӗпе Чӑваш республикин ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командинче вылянӑ Артем Филиппова асӑнса волейбол турнирӗ  ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта кӑҫал  хамӑр округри, республикӑри тата Йошкар-Ола, Хусан, Ульяновск хулисенчи 11 команда вӑй виҫрӗ. Вӗсем виҫӗ спорт площадкинче вылярӗҫ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, Артемӑн амӑшӗпе ашшӗ тата ыттисем те саламларӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ. Финалти вӑйӑсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн спорт залӗнче иртрӗҫ. Хамӑр округри «Кубня-Южный куст» командӑпа  Шупашкар округӗнчи «Скала» команда хушшинчи пӗрремӗш вырӑншӑн пынӑ вӑйӑсем уйрӑмах хӗрӳ пулчӗҫ. Иккӗшӗ те ҫӗнтерӳшӗн  кӗрешрӗ. Ҫапах та ӑстарах выляса пирӗн округ команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Хусан хулинчен  килнӗ «Дивар» команда.

Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсемпе парнесене тивӗҫрӗҫ.

Петр Порядков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *