Пятница, 14 августа

Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Майӑн 16—17-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика чемпионачӗ иртнӗ.  Унта Чӑваш Енри чи пултаруллӑ та ӑста спортсменсем хутшӑннӑ. Пирӗн округри спортсменсем те кунта лайӑх кӑтартусемпе палӑрма тӑрӑшнӑ.

Паллах, опытлӑ спортсменсемпе вӑй виҫме вӗсене ҫӑмӑлах пулман.  Апла пулин те Александр Алексеев чӑрмавсем урлӑ 200 метра чупас енӗпе «кӗмӗл» медале тивӗҫнӗ. 800 метра чупса Кирилл Кузьмин 3-мӗш кӑтартупа палӑрнӑ.

Пирӗн командӑри Карина Ильинан 1500 метра тата 800 метра  чупса, Кирилл Кузьминӑн 1500 метрлӑ дистанцири кӑтартӑвӗсем те аван. Вӗсен вӑхӑчӗсем ҫӗнтерӳҫӗсен пьедесталӗн картлашки ҫине хӑпарма пӑртак ҫеҫ ҫитеймен, тӑваттӑмӗш вырӑнпа ҫеҫ ҫырлахма май панӑ. Ярослав Кокорева 800 метра чупса 7-мӗш вырӑн йышӑнни, Сергей Петрова 200 метра чупса 6-мӗш вырӑна тухни  хӑйсене  шанма, малашнехи ӑмӑртусенче лайӑхрах кӑтартусем тума хавхалантармалла.

«Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳрекенсен ӳсӗмӗ савӑнтарать. Ку чемпионатра ҫӗршыв шайӗнче палӑрма ӗлкӗрнӗ спортсменсем те пулнине шута илсен пушшех те ҫитӗнӳсемпе мухтанмалла.

Алексей Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *