Вторник, 11 августа

Хастаррисене йыхравлаҫҫӗ

Хастаррисене йыхравлаҫҫӗ

Июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта «Я — женщина нового тысячелетия» форум иртет. Унта вырӑнти территорисене аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан, ял хуҫалӑхӗнче тӗрлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртекен, предприниматель пулса ӗҫлекен тата обществӑлла пурнӑҫа активлӑ хутшӑнакан хӗрарӑмсене йыхравлаҫҫӗ.

Форумра республикӑра хӗрарӑмсен сообществине аталантармалли майсене сӳтсе явӗҫ, ҫӗнӗ пуҫарусемпе хавхаланӗҫ. Программӑра кӗтмен тӗлӗнтермӗшсем, кӑмӑллӑ самантсем, Мускаври паллӑ артистсен спектакль-концерчӗ пулӗҫ. Мероприятие хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен июнӗн 10-мӗшӗччен онлайн-заявка памалла.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *