Вторник, 11 августа

Пултарулӑх пӗчӗкрен  пуҫланать

Пултарулӑх пӗчӗкрен  пуҫланать

«Сӑран мечӗк» ӑмӑртӑвӗсенче малтанхи утӑмсем туса ҫӗршывра нумай паллӑ футболист                   ӳссе ҫитӗннӗ. Ку тӗлӗшпе турнирсем  пирӗн тӑрӑхра та чылай ҫул иртеҫҫӗ.

Вӗсене шкул ачисем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть  «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Сӑран мечӗк — ҫамрӑк футболистсен лиги» ӑмӑртусен муниципалитет шайӗнчи турнирӗнче округри шкулсен командисем вӑй виҫнӗ. Кӗҫӗн ушкӑнри футболистсем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди пуринчен те ӑстарах выляса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Урмаел вӑтам шкулӗн футболисчӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Аслӑ ӳсӗмри футбол командисенчен тӗп наградӑна Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди ҫӗнсе илнӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Урмаел вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк футболистсем виҫҫӗмӗш вырӑна юлнӑ.

Футбол вӑййин ҫамрӑк тусӗсене «Единая Россия» партин «Выбор сильных» тата «Детский спорт» проекчӗсен округри координаторӗсем В.Х.Денисов тата П.Ю.Порядков саламланӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑсем панӑ.

Палӑртса хӑвармалла, историне илсен пирӗн районӑн пӗрлештернӗ команди  футбол енӗпе нумай ҫул каялла «Урожай»  спорт обществи йӗркелекен ӑмӑртусенче республикӑри яллӑ вырӑнсенчи командӑсене ҫӗнтерсе   РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусене те хутшӑннӑ, япӑх мар кӑтартусем тунӑ. Паян футбол уйӗнче ӑсталӑха туптакансем, тен, спортӑн ҫак енӗпе малашне пысӑк ҫитӗнӳсем те тӑвӗҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *