Пирӗн муниципаллӑ округра «Полици ӗҫченӗпе пӗрле кофе» проект старт илчӗ. Унӑн тӗллевӗ — ҫамрӑксемпе право сыхлавӗн органӗсен хушшинчи ӑнланӑва ҫирӗплетесси, калаҫу йӗркелесси.
Чӑваш Республикин Наци библиотеки пулӑшнипе пурнӑҫа кӗрекен проект уҫӑ хутшӑну валли пӗлтерӗшлӗ лапам пулса тӑрӗ. Унта ҫамрӑксем полици ӗҫченӗсемпе пӗрле ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма пултарӗҫ. Тӗлпулусем Комсомольскинчи этнобиблиотекӑри ҫамрӑксен «ПРО-движение» клубӗнче виҫӗ уйӑхра пӗрре иртӗҫ. Ҫак кунсенче «Познакомимся? Полиция без мифов» ятпа пӗрремӗш тӗлпулу пулчӗ. Унта участокри уполномоченнӑй, полици лейтенанчӗ Илсаф Юнусов ҫамрӑксене хӑйӗн ӗҫӗ, профессири йывӑрлӑхсем тата хӑйнеевӗрлӗхсем ҫинчен каласа пачӗ. Шкул ачисем ҫавра сӗтел тавра ларса пӗрле кофе тата чей ӗҫнӗ хушӑра полици ӗҫченне тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ, ӗҫри самантсемпе интересленчӗҫ. Тӗлпулура вӗсем право хуралӗнчи ӗҫе ҫӗнӗлле курса хакларӗҫ, халӑхра сарӑлнӑ стереотипсем кашнинчех тӳрре килменнине ӑнланчӗҫ.
Мероприятие йӗркелесе пыраканӗ Вера Горбунова библиотекарь пулчӗ. Вӑл калаҫу темине палӑртнӑ май ачасен шанӑҫ телефонӗ ҫинчен те каласа хӑварчӗ, йывӑр лару-тӑрура унта шӑнкӑравласа специалистсенчен пулӑшу илме май пурри ҫинчен ӑнлантарчӗ.
Палӑртса хӑварар% «Полици ӗҫченӗпе пӗрле кофе» проект ҫамрӑксене право сыхлавӗнче тӑрӑшакансен ӗҫӗпе паллаштарать ҫеҫ мар, вӗсене хисеплеме вӗрентет, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетет. Тӗлпулу питӗ кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртни ачасемшӗн полици ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ темӑсем интереслӗ пулнине кӑтартса пачӗ.
Светлана ГРИГОРЬЕВА.

