(Малалли).
Йывӑрпа пулсан та малалла
Хаҫатра пичетленнӗ сӑн ӳкерчӗксем тӑрӑх ӑна пытарма питӗ нумай ҫын хутшӑнни курӑнать. Журналист вилӗмӗ чылай вӑхӑт район ҫыннисене калаҫтарнӑ.
Николай Никифорова республикӑри журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫак ятпа иртнӗ лару пирки ҫырнӑ «Журналиста чысласа» (1989 ҫулхи июнӗн 20-мӗшӗ) статьяри йӗркесем: «…Вӑл Ҫемен Эльгер премине паракан комисси председательне, Чӑваш АССР Журналистсен союзӗн правленийӗн председателӗн заместительне Михаил Иванович Иванов юлташа сӑмах пачӗ. — Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцийӗ тӑратнӑ ыйтӑва тата республикӑри журналистсем, общественность ыйтнине шута илсе республикӑри комисси ҫак премие Николай Никифоров журналиста пама йышӑннӑ. Унӑн ҫивӗч материалӗсем перестройкӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ, — терӗ Михаил Иванович. Вӑл премие тата дипломпа лауреат знакне Николай Никифоров амӑшне, Анастасия Васильевнӑна пачӗ». Ҫак ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Комсомольски ВЛКСМ райкомӗн бюровӗ Николай Никифоров журналист ячӗпе хисепленекен преми туса хума йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗплетнӗ, пӗрремӗш лауреат та пулнӑ. Вулакансенчен аслӑрах ӳсӗмрисем Николай Никифоров ятне асра тытаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен 80-мӗш ҫулсенче те хаҫат редакцийӗ район пурнӑҫне ҫутатсах тӑнӑ. Саманине кура ҫӗнӗ рубрикӑсем уҫнӑ, интереслӗрех страницӑсем хатӗрлеме тӑрӑшнӑ. Хаҫат редакторӗнче малтанхи ҫулсенче Г.А.Уткин ӗҫленӗ. Вӑл каярахпа Комсомольски вӑтам шкулӗнче учительте те тӑрӑшрӗ, КПСС райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса та ӗҫлерӗ. Хаҫатра ку тапхӑрти тӗрлӗ вӑхӑтсенче В.Григорьев, Ю.Скворцов, З.Соловьева, В.Давыдов, В.Алексеев (Ачча), В.Смирнова (Кириллова), Н.Никифоров, В.Рыбкин, С.Ильина, Е.Ефимова, В.Чубаев корреспондентра, М.Тимофеева, В.Бахматов радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ. Корректор ӗҫне Л.Баринова пурнӑҫланӑ. В.Воробьева машинисткӑра, В.Тимофеева тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ. Хаҫат 5700 экземплярпа саланнӑ. Типографи коллективне В.С.Хораськин ертсе пынӑ. О.Хромова линотиписткӑра (О.А.Николаева халӗ те «Каҫал ен» хаҫатра тӑрӑшать), Н.Богатырева верстальщицӑра, З.Пудовкина наборщицӑра, З.Буланкова, Г.Ишмуратова, Г.Буслаева печатницӑра тата ыттисем те ӗҫленӗ.
Обществӑлла корреспондентсемпе ҫамрӑк ҫыравҫӑсем редакципе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Уйрӑмах шкул ачисем нумайӑн ҫырса тӑнине палӑртмалла. Вӑл вӑхӑтра хаҫатра малтанхи заметкисене пичетленӗ Н.Коновалов («Хыпар» издательство ҫурчӗн корреспонденчӗ), Ю.Гаврилов, Л.Шуряшкина хӑйсен ӗҫне журналистикӑпа ҫыхӑнтарнӑ. «Райхаҫатӑн активлӑ ялкорӗсем пулнӑ Татьяна Ильина, Надежда Акчурина, Надежда Зайцева, Ольга Тихонова, Антонина Долгова журналистӑн йывӑр та хисеплӗ ӗҫне суйласа илчӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем республикӑри тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫлеҫҫӗ, теприсем хӑйсен пӗлӗвӗсене университетра ӳстереҫҫӗ» (1984 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗ). Вӗсемсӗр пуҫне шкулсенчен юнкорсем, вӗрентекенсем ҫырсах тӑнӑ% Нӗркеҫрен Л.Алексеева, Г.Краснова, С.Котова, Л.Коновалова, Н.Краснова, Тукайран С.Печникова, Т.Матросова, С.Казакова, В.Соловьева, Ҫӗнӗ Кипеҫрен Т.Гладкова, Аслӑ Чурачӑкран С.Яковлев, Т.Яковлева, Л.Макарова, Тӑманлӑ Выҫлинчен Г.Рамская, Комсомольскинчен И.Макарова…
Обществӑлла корреспондентсен йышӗ те чылай пулнӑ. Комсомольскинчи Б.Кокорев, Анат Тимӗрчкассинчи А.Ежергина, Хырай Ӗнелӗнчи Г.Алексеева, Хирти Сӗнтӗрти А.Шатилов, Аслӑ Чурачӑкри Х.Минетуллин, А.Можаева, О.Иванова, Хирти Явӑшри А.Агафонов учительсем, районти санэпидстанцин тӗп врачӗ А.Васильев, районти ҫутӗҫ пайӗн методисчӗ В.Воронков, «Заря» колхозри В.Басников, «Дружба» колхозри Е.Иванов, «Знамя» колхозри А.Михайлов тата ыттисем те ялсенчи лайӑх ҫынсем, пулса иртекен мероприятисем пирки пӗлтерсе тӑнӑ.
Хаҫат историйӗ пирки ҫырнӑ май 1984 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче пичетленнӗ «Пурнӑҫа юратнӑ вӑл» статьяри йӗркесене илсе кӑтартас килет. Унта сӑмах Тӗвенеш ялӗнче пурӑннӑ Геннадий Свистов пирки пырать. «Чӗререн тухакан ӑшӑ туйӑмлӑ сӑвӑсем, тӗрленчӗксемпе репортажсем пайтах пичетленчӗҫ хаҫатра. Юлашки ҫулсенче Геннадий Максимович ача чухнехи чӗре чирӗ ҫинчен, халӗ те ҫав ӑна час-часах асаплантарни пирки ҫырса яратчӗ. Анчах та вӑл поэзи хирӗ ҫине тухса малашне калӑплӑ япаласем ҫырма та ӗмӗтленетчӗ. Унӑн ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗреймерӗҫ. Хӑрушӑ чир ӑна 46 ҫултан иртсенех пирӗнтен апрель уйӑхӗнче уйӑрса кайрӗ». Ҫав номерте Г.Свистов-Тӗвенешӗн юлашки сӑввисене пичетленӗ.
«Кӗтне» литературӑпа искусство страницинче ҫӗнӗ ятсене те ҫул панӑ. Унта Валентина Тарасова, Надежда Зайцева, Руфина Смирнова, Надежда Акчурина, Таня Ильина сӑввисем час-часах кун ҫути курнӑ.
1984 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн 6000 номерӗ кун ҫутине курнӑ.
1980 ҫулсенче почта витӗмӗ пысӑк пулнӑ. Ҫынсене вӑл тӗрлӗ енлӗ пулӑшу панӑ. Паянхи вулакансемшӗн «Конвертри савӑнӑҫ» статьяри (1982 ҫулхи майӑн 5-мӗшӗ) йӗркесем интереслӗ пулаҫҫех пулӗ% «Кашни кун район ӗҫченӗсем вӑтамран 1405 ҫыру, 11165 хаҫат-журнал, 766 телеграмма, 45 посылка, 60 укҫа перевочӗ илеҫҫӗ, тӑван-пӗлӗшӗсемпе, тус-тантӑшӗсемпе 216 ҫын калаҫать», «Районта пурӗ 86 почта ещӗкӗ, ҫав вӑхӑтра Комсомольскинче — саккӑр», «почтальонсен хисепӗ 48 ҫын, районти ҫыхӑну узелӗнче вара мӗнпурӗ 90 работник».
Юрий Гаврилов.

