Вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, тӑшмана хирӗҫ кӗрешсе ҫӗршыври ҫынсем тунӑ паттӑрлӑх темисемпе нумай кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ачасене вӗсене вулама хавхалантарас, Тӑван ҫӗршыв хаклӑхӗ, патриотизм туйӑмӗсене вӑратас тӗллевпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр» патриотла акци иртрӗ.
Унта Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ. 1—11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче «Чи хастар вулакан», «Вуланӑ кӗнеке пирки чи интереслӗ каласа паракан», «Вуласа тухнӑ кӗнеке тӑрӑх чи лайӑх ӳкерчӗк» номинацисемпе конкурс та йӗркелерӗмӗр. Унта пурӗ 59 ӗҫ килчӗ. Ача кӗнеке вуланипе ҫеҫ мар, унта ҫырни кӑмӑл-туйӑмӗнче мӗнле йӗр хӑварни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Унӑн шухӑшлавӗ, сӑнарсем пирки шутлани паха. Ҫавӑнпа та «Вуланӑ кӗнеке пирки чи интереслӗ каласа паракан» номинаци ҫӗнтерӳҫисене уйрӑммӑн палӑртас килет. 1—2-мӗш классенчен 1 «а» класри Булат Минуллинпа Ихсан Фасхутдинов пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. 3—4-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинчи малти вырӑнсене Амина Фасхутдинова (4-мӗш «а»), Ибрагим Сафиуллин (4-мӗш «б»), Виолетта Романовапа (4-мӗш «б»), Камиля Кадирова (4-мӗш «а») йышӑнчӗҫ. 5—6 классенчен 5-мӗш «к» класри Кира Шалина ӗҫӗ чи лайӑххи тесе хакларӗҫ. Полина Дрябловапа Ева Орлова (иккӗшӗ те 5-мӗш «к») иккӗмӗш, Софья Корниловапа Марьям Гелметдинова (иккӗшӗ те 5-мӗш «к») виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. 7—9-мӗш классенче пӗлӳ илекенсенчен Мария Косовапа (9-мӗш «б») Валерия Григорьева (9-мӗш «к») ӗҫӗсем палӑрчӗҫ. 10—11-мӗш классенче ӑс пухакансенчен малти виҫӗ вырӑна та 10-мӗш кадет класӗнче вӗренекен Полина Романова, Илона Дмитриева, Дарья Арсентьева, Софья Светопольская пайларӗҫ.
Кӗнекесем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксене те пӑхма кӑмӑллӑ. Кашниех вӗсенче хӑйсен туйӑмӗсене уҫса пама тӑрӑшни сисӗнет. 1-мӗш «а» класри Ихсан Фасхутдинов, Риналь Фасхутдинов, Камиля Минуллина, 4-мӗш «а» класри Юныс Сафиуллинпа Амина Фасхутдинова, 6-мӗш «к» класри Есения Карзаковапа Александрина Алексеева, 5-мӗш «к» класри Екатерина Чернова, 9-мӗш «а» класри Анастасия Рыжова ӗҫӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.
Ҫӳлерех асӑннӑ вӗренекенсем тӑтӑшах библиотекӑра пулни, унти изданисемпе паллашни вӗсен тавракурӑмне анлӑлатнипе пӗрлех лайӑх вӗренме те пулӑшать. «Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ» тесе калатпӑр. Паянхи цифровизаци тапхӑрӗнче те кӗнеке хӑй хакне ҫухатманнине палӑртас килет.
Елена САВЕЛЬЕВА.

