Ачасемшӗн ҫулла — ҫулталӑкри чи кӗтнӗ вӑхӑт. Каникул вӑхӑтӗнче чун каниччен канма, кунӗпе туссемпе урамра выляма, шыва кӗрсе савӑнма пулать-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах ҫулла асӑрханулӑхпа тимлӗх ҫинчен манмалла мар.
Ӑшӑ кунсем пуҫланчӗҫ. Ҫавна май хваттерсенче, ҫуртсенче чӳрече уҫатпӑр. Ҫакӑ вара ачасемшӗн чылай чухне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Республикӑра кашни ҫулах ҫакӑн пек тӗслӗхсем пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та аслисен хӑрушсӑрлӑх ҫинчен нихӑҫан та манас марччӗ:
— килте пӗчӗк ача пуррисен чӳречесем ҫине ятарлӑ ҫӑрасем вырнаҫтармалла — вӗсене ҫитӗннисем ҫеҫ уҫайччӑр;
— пӳлӗме уҫӑлтарма чӳречене яри уҫса хунӑ пулсан ачана пӳлӗмре пӗччен хӑвармалла мар, сӑнасах тӑмалла;
— ачана нихӑҫан та чӳрече янахӗ ҫинче выляттармалла мар, чӳречерен тухса ӳкес хӑрушлӑх пирки каласа ӑнлантармалла;
— чӳрече ҫывӑхне диван е урӑх сӗтел-пукан лартмалла мар, вӗсем тӑрӑх шӑпӑрлан чӳрече янахӗ ҫине те ҫӑмӑллӑнах хӑпарса кайма пултарӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑка пула час-часах инкек пулакан тепӗр вырӑн — шыв. Хӗвел хӗртсе пӑхнӑ чухне юхан шывсемпе пӗвесенче шыва кӗни уҫӑлтарса ярать, вӑй кӗртет. Уйрӑмах ачасем шывра чӑмпӑлтатма, выляма юратаҫҫӗ. Инкек ан пултӑр тесен вӗсене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштармаллах. Шыва кӗме нихӑҫан та пӗччен каймалла мар, пӗрле ҫитӗннисем те пулччӑр. Пӗлмен вырӑнта чӑмса вылямалла мар, аякка ишсе кӗме те юрамасть. Пӗр-пӗрне «путармалла» выляни хӑрушӑ — ку инкекпе вӗҫленме пултарать. Ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юранине те асра тытмалла.
Инкекрен сыхланасси ҫинчен сӑмах пынӑ май пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен те каласа хӑварас килет. Ҫуллахи вӑхӑтра чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ӗҫре, ачасем вара хӑйсем тӗллӗн ҫӳреҫҫӗ. Шӑпӑрлансен пуҫне мӗн пырса кӗрессе никам та калама пултараймасть. Кашни ҫулах ачасем шӑрпӑкпа вылянине пула тухнӑ пушарсем пулаҫҫӗ, вӗсем ҫемьене килсӗр-ҫуртсӑр хӑварма та пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасене вут-ҫулӑм вӑйӑ марри ҫинчен хытарсах каламалла, шӑрпӑка вӗсен алли ҫитекен ҫӗре хумалла мар.
Тимлӗхпе асӑрханулӑх тӗп вырӑнта пулсан ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ырӑ пулӑмсемпе ҫеҫ асра юлӗ.
Анастасия СОЛОВЬЕВА.

