Вторник, 11 августа

Вӗренӳре – маттур, спортра – малта

Вӗренӳре – маттур, спортра – малта

«Хӑй умне лартнӑ тӗллеве кирек мӗнле пулсан та пурнӑҫлама тӑрӑшакан ача вӑл. Ҫакӑ ӑна ҫитӗнӳсем тума пулӑшать те, — тенӗччӗ Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 10-мӗш кадет класӗнче вӗренекен  Кирилл  Кузьмин пирки унӑн тренерӗ Н.С.Сахров иртнӗ ҫул арҫын ача триатлон енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ ята тивӗҫни пирки пӗлтернӗ май. Ҫитӗнӗвӗсем вара унӑн сахал мар, спортра та, вӗренӳре те. Хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе, пултарулӑхӗшӗн вӑл иртнӗ ҫул та, кӑҫал та Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ.

Кирилл 1-мӗш класранпах ҫӑмӑл атлетика тата шывра ишес енӗпе тренировкӑсем ирттерет. Тумлам та, тумла-тумлах пӑра шӑтарать тенӗ пек, ӑсталӑхӗ ҫулсерен туптанса пырать. Вӑл юлашки ҫулсенче ҫеҫ тунӑ ҫитӗнӳсем пирки ҫырса кӑтартма хаҫатра чылай вырӑн кирлӗ. 2024 ҫулта округра шывра ишес енӗпе ирттернӗ ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫав ҫулах ҫӑмӑл атлетсен округри тупӑшӑвӗнче, «Кросс наци» чупу кунӗнче пӗрремӗш пулнӑ. Ульяновск хулинчи РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерне В.И.Орешкина асӑнса ирттернӗ ӑмӑртуран та ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Иртнӗ ҫул округра 300 метра чупса, тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн В.Егорова призӗсемшӗн йӗркеленӗ ӑмӑртӑвӗнче — 1-мӗш, «Цивильская миля», Чӑваш республикин ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче 2-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

К.Кузьмин спортӑн ытти енӗсемпе те туслӑ. Волейбол, пневматикӑлла винтовкӑран тӗл перес енӗпе те ҫитӗнӳсем пур. Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО физкультурӑпа спорт комплексӗн  округри ӑмӑртӑвӗнче те ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. ГТО нормотивӗсене пурнӑҫласа ылтӑн значока тивӗҫнӗ.

Кирилл шкулти ҫамрӑк армеецсен командирӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем округри «Зарница» ҫарпа спорт вӑйисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннинче унӑн тӳпи те пысӑк. Пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парассин, винтовкӑран тӗл перессин тата ытти конкурссенче  лайӑх кӑтартусем туса командӑна мала тухма пулӑшнӑ. Республикӑри «Зарница» вӑйӑра «Экстремаллӑ лару-тӑрура сывӑ юласси» конкурсра отряд 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Командирсен конкурсӗнче Кирилл виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ.

Вӗренекенӗн чӑн-чӑн командир таланчӗ пулнине «Зарница 2.0» ҫарпа спорт вӑййинчи кӑтартусемпе пӗрлех  шкулти вӑл ертсе пыракан команда «Салют Победы» республикӑри 10-мӗш смотр-конкурсӗнче малти вырӑн йышӑнни те ҫирӗплетет. Юлташӗсем ӑна шанаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Ҫав смотр-конкурсра шкулти отряд строй хатӗрлевӗн конкурсӗнче те, бал ташшисен конкурсӗнче те 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх вара ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Спортпа туслӑ пулни ӑна вӗренӳре чӑрмантармасть. «Вӑй-хӑват хушать ҫеҫ», — тет Кирилл. Шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пынипе пӗрлех вӑл хаваспах конкурссене, смотрсене, фестивальсене, олимпиадӑсене хутшӑнать. 2024—2025 ҫулсенче арҫын ача «Физика» «Математика», «Основы безопасности и защиты Родины» предметсемпе округри олимпиадӑсенче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, «Географи», «Истори», «Астрономи» предмечӗсемпе призерсен йышӗнче пулнӑ. Пӗлтӗр «Основы безопасности и защиты Родины» предметпа вара регионти олимпиадӑра та ҫӗнтернӗ. Вӗсемсӗр пуҫне К.Кузьмин «Русский медвежонок — языкознание для всех» вырӑс чӗлхин, «Пегас» литература конкурсӗсене те хутшӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри Учи.ру онлайн-олимпиадӑсенче те ҫӗнтерсе дипломсене тивӗҫнӗ. Интернет конкурссенче хӑйӗн пӗлӗвӗпе тавракурӑмне тӑтӑшах тӗрӗслет.

Кадетӑн тӗрлӗ енчен аталанмалла. Ҫакна аван туять вӑл, хавхалансах кадетсен бал ансамбльне ҫӳрет. «Кадетский Георгиевский бал», «Вальс Победы—2025», «Служу России», «Виват, кадет—2025» бал ташшисен республикӑри тата районсем хушшинчи конкурсӗсенче Кирилл ҫӳрекен ансамбль малти вырӑнсене йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул шкулти бал ансамблӗ Пӗтӗм Раҫҫейри  «Российская школьная весна-2025» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗнче 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

2025 ҫулта вӗренӳре, спортра, обществӑлла ӗҫсенче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Кирилл «Артек» ача-пӑча лагерьне кайма путевкӑна тивӗҫнӗ. Унта та вӑл алӑ усса ларман, лагерьте иртекен мероприятисене хастар хутшӑннӑ. Унтан та дипломсемпе таврӑннӑ.

Округри организацисемпе предприятисем йӗркелекен конкурссенче те вӗренекен  пултаруллӑ. Ҫакӑншӑн ӑна округ администрацийӗ, РФ социаллӑ фончӗн округри уйрӑмӗ ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗ, федераллӑ налук службин Чӑваш республикинчи управленийӗ, Германире тата Варшава Договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен ветеранӗсен совечӗ Тав хучӗсем парса чысланӑ.

Кирилл хӑй пур енӗпе те чӑн-чӑн кадет ятне тивӗҫлине туллин ҫирӗплетет. 2025 ҫулта вӑл «Лучший кадет» республикӑри смотр-конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ. «Лучший кадет», «Кадетская слава I  степени» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсене тивӗҫнӗ.

Вӗренӳре малта пыракан, спортра ҫитӗнӳсем тӑвакан, хӑйне тӗрлӗ енӗпе аталантаракан ҫамрӑкшӑн ҫул уҫӑ. Пурнӑҫра кирек мӗнле професси суйласа илсен те вӑл ҫӗршыва кирлӗ ҫын пуласса, ӑна аталантарас енӗпе тӳпе хывасса шанма пулать. Ӑнӑҫу пултӑр, тӑрӑшулӑхне кура ҫитӗнӳсем килсех тӑччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *