Майӑн 13-мӗшӗнче Кӗтне Пасар ялӗнче юрӑ-кӗвӗ чылайччен янрарӗ. Кунта Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 81 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ «Автоклубы в ритме Победы» фестиваль-конкурсӑн уяв концерчӗ иртрӗ. Округри культура ӗҫченӗсем яла тухса вӑрҫӑ тата патриотизм темисемпе юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Ҫак конкурс-фестивале Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Ярко в Чуваши» проекчӗпе тата «Единая Россия» партин «Культура малой Родины» федераллӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Кунтах салтак пӑтти пӗҫерчӗҫ, пуҫтарӑннисене пылак чейпе хӑналарӗҫ. Почтальонсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе саламсем валеҫсе пачӗҫ. Пуҫтарӑннисем Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Шырав» клуб 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра тунӑ Ҫӗнтерӳ тематикипе хатӗрленӗ выставкӑпа кӑмӑлласа паллашрӗҫ.
«Автоклубы в ритме Победы» фестиваль-конкурса килнисене уяв ячӗпе округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ И.П.Ядрова, Р.Ф.Егоров саламларӗҫ, вӑрҫӑра тата тылра Ҫӗнтерӗве туптанӑ ҫынсен паттӑрлӑхне ӗмӗрех асра тытмаллине палӑртрӗҫ.
Аякри тата пӗчӗк ялсенче автоклуб пулӑшнипе вырӑна тухса ирттернӗ ҫакӑн пек мероприятисем халӑхра патриотизм туйӑмне вӑйлатма пулӑшнипе пӗрлех Тӑван ҫӗршыва юратма, унӑн сыхлавҫисене хаклама, вӗсене мӗн май килнӗ таран пулӑшма чӗнет. Паянхи кун, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра халӑх пӗрле пулни, пулӑшу аллине тӑсса пани уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Гелия Гинатуллина.

