Вторник, 11 августа

Футбол енӗпе тупӑшнӑ

Футбол енӗпе тупӑшнӑ

Майӑн 9-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 81 ҫул ҫитнӗ ятпа тата «Единая Россия» партин «Выбор сильных» проекчӗпе килӗшӳллӗн, территори уйрӑмӗсенче пурӑнакансен командисем вӑй виҫнӗ. Футбол уйне 18 ҫултан аслӑрах арҫынсем тухнӑ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашниех ӑсталӑхпа палӑрма тӑрӑшнӑ.

Чи маттуррисем — ҫӗнтерӳҫӗсем. «Урмай» команда чылайӑшне парӑнтарса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. «Гигант» команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Асаново» команда виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Шел пулин те, ку турнирта 5 команда ҫеҫ тупӑшма кӑмӑл тунӑ. Пирӗн округра футбол вӑййи анлӑ сарӑлнӑ спорт енӗсенчен пӗри. 12 территори уйрӑмӗсенчи ялсенче футболла выляма юратакансем юлман-ши е ку территори уйрӑмӗсем спорт  ҫине тимлӗх уйӑрманни; Малашне ҫавӑн пек турнирсенче ытларах командӑсем курас килчӗ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *