Ҫӑмӑл атлетикӑпа шкул ачисем хушшинче ӑмӑртусем округ шайӗнче иртрӗҫ. Унта палӑрнисем Патӑрьел округӗнче зонӑра тупӑшрӗҫ. Унти ҫӗнтерӳҫӗсем вара спартакиадӑн финалти тупӑшӑвӗсене хутшӑнчӗҫ.
«Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳрекенсем майӑн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳри «Азамат» ФСКра иртнӗ финалти ӑмӑртӑвӗсенче япӑх мар кӑтартусем турӗҫ. Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) тата Кирилл Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) хӑйсен ҫулӗсенчи спортсменсем хушшинче 1000 метра чупса «пӑхӑр» медальсем ҫӗнсе илчӗҫ.
Мечӗке инҫете ывӑтас енӗпе Артем Киргизов, Андрей Никитин (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Руслан Хамидуллов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Айша Тухветуллина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) хӑйсен ҫулӗсенчисем хушшинче «кӗмӗл» медаль хуҫисем пулса тӑчӗҫ.
Вӗсене пурне те саламлатпӑр, спортра та, вӗренӳре те, кулленхи пурнӑҫра та ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Алексей ГАВРИЛОВ.

