Вторник, 11 августа

Спорт пӗрлештерет, туслӑха ҫирӗплетет, паттӑрсене асра тытма чӗнет

Спорт пӗрлештерет, туслӑха ҫирӗплетет, паттӑрсене асра тытма чӗнет

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ парас енӗпе округра ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Кунта Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалласа тӗрлӗ мероприятисем те тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Унти халӑх спортпа туслӑ. Ҫавӑнпа та вырӑнта ирттерекен ӑмӑртусене те йышлӑн хутшӑннине палӑртмалла. Акӑ, майӑн 2-мӗшӗнче Нӗркеҫ вӑтам  шкулӗн стадионӗнче ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн  ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрӑн пуҫ хунӑ А.П.Антипова асӑнса йӗркеленӗ мини-футбол енӗпе йӗркеленӗ турнира йышлӑн килнӗ.

Алексей Петрович Антипов Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, кунти шкулта пӗлӳ илнӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче  «Белые волки»  батальонӗн старшини пулнӑ. Ӑмӑрту умӗн  пуҫтарӑннисем умӗнче округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ  Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, волонтерсен «Надежный тыл» ушкӑнӗн ертӳҫи  Владимир Воронов, Чӑваш Республикинчи пограничниксен  «Пограничное братство» обществӑлла организацин председателӗ Анатолий Шорников, А.Антиповпа пӗртӑван  Светлана Евграфова, Алексейпе пӗр класра вӗреннисем тата ял ҫыннисем сӑмах илнӗ, паттӑр ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ, ӑмӑрту пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Турнир Раҫҫей Федерацийӗн ялавне ҫӗкленипе пуҫланнӑ. Футбол уйне тухнисем кашниех ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. Уйрӑмах ӑсталӑхпа палӑрнӑ команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кӑҫал ку ята Янкассинчи «Патвар» команда ҫӗнсе илнӗ.  «Нюргечи» команда иккӗмӗгш вырӑн йышӑннӑ. Хирти Ӗнелти  «Гигант» команда виҫҫӗмӗш пулнӑ.  Турнирта чи ӑста вылякансене те палӑртнӑ. «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Артем Пыркин,  «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Даниил Кошкин, «Чи лайӑх вратарь» ята Валерий Дмитриев тивӗҫнӗ.

Ку турнир йӑлана кӗнӗ ҫулсерен иртекен ӑмӑрту пулса тӑнӑ. Вӑл хӑй тавра кашнинчех спорта юратакансене  ытларах пуҫтарасса, обществӑн  пӗрлӗхне ҫирӗплетме пулӑшасса, патриотизм туйӑмне вӑйлатасса  шанма пулать.

 Ялсенче пултаруллӑ, спортпа туслӑ ачасем  ҫитӗннине турнир умӗн  шкулта вӗренекенсем хушшинче иртнӗ тупӑшу та ҫирӗплетсе парать. Ҫамрӑк футболистсем те  пӗр-пӗрин хапхине ытларах мечӗк тапса кӗртес тесе тӑрӑшнӑ. Кунта «Яниково» команда ҫӗнтернӗ. «Юниор-Нюргечи» команда иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Без разницы» команда виҫҫӗмӗш пулнӑ. «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Ксения Ефимова, «Чи лайӑх вратарь» ята Стас Антипов ҫӗнсе илнӗ.

Алексей Антипова асӑнса ирттернӗ турнир спорт, пӗрлӗх, патриотизм тӗллевӗпе пӗрлех ырӑ кӑмӑл та пирӗн обществӑра пысӑк вырӑнта тӑнине тепӗр хут кӑтартнӑ. Турнирта мала тухнӑ  команда футболисчӗсем тивӗҫнӗ парнене (укҫа-тенкӗне) ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен   волонтерсен ушкӑнне пулӑшас  тӗллевпе панӑ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *