Нумаях пулмасть Каҫал тӑрӑхӗнчи таврапӗлӳҫӗсем: Валерий Павлов, Николай Смирнов, Юрий Андреев тата эпӗ, Павел Зайцев, Патӑрьел округне ҫитсе куртӑмӑр.
Унта эпир Турхан ялӗнче пултӑмӑр. Ҫак ялти ҫынсем хушшинче ӗҫӗпе чапа тухнисем нумайӑн. Пирӗншӗн вара уйрӑмах Кокельсен ҫемйи интереслӗ пулчӗ. Алексей Кокель художник ҫинчен, паллах, пурте илтнӗ. Вӑл шӑпах Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра вӑл пурӑннӑ ҫӗрте музей-ҫурт ларать. Пӳрт умӗнче чи малтанах ӳнерҫӗн бюстне асӑрхама пулать. Ҫак музей ҫуртне кӗрсе эпир Алексей Афанасьевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллашрӑмӑр. Вӑл вырӑс тата совет художникӗ, профессор, чӑваш профессилле ӳнер искусствин никӗслевҫи. 1912 ҫулта аслӑ художество училищине вӗренсе пӗтернӗ, живопись жанрӗпе ӗҫленӗ. Унӑн ячӗпе Турхан ялӗнче ҫулсерен плэнер иртет, унта тӗрлӗ хуласенчен пултаруллӑ ӳнерҫӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Ҫак ҫемьери тепӗр паллӑ ҫын — Григорий Афанасьевич Кокель (Герман епископ). 1883 ҫулта ҫуралнӑскер, вӑл Вырӑс православи чиркӗвӗн епископӗ, Благовещени епископӗ пулнӑ. Чӑвашсенчен вӑл — ҫак ята тивӗҫнӗ чи пӗрремӗш ҫын. Григорий Кокель пирӗн районта та пархатарлӑ ӗҫсем чылай тунӑ. Аслӑ Чурачӑк, Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗсенче службӑсем ирттернӗ, Шурутра псаломщик пулнӑ. 1937 ҫулхи ноябрӗн 2-мӗшӗнче ӑна Амур облаҫӗнче персе вӗлернӗ.
Турхан ялӗнче пурӑнакансем ҫак ҫемьене асра тытни, вӗсен ячӗпе музей ҫурчӗ те уҫни питӗ кӑмӑллӑ. Эппин, вӗсен ячӗ-шывӗ ҫухалмасть, ӗҫӗсем халӑхра упранаҫҫӗ.
Павел Зайцев.

