Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асӑнса спорт мероприятийӗсем ирттересси пирӗн округра йӑлана кӗнӗ. Вӗсем паттӑрсен ячӗсене асра тытма май параҫҫӗ, ӳсекен ӑрӑва патриотизмла воспитани илес тӗлӗшпе те пӗлтерӗшлӗ. Ҫак тата ытти шухӑшсене палӑртрӗ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче апрелӗн 25-мӗшӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Владимир Жукова асӑнса йӗркеленӗ мини-футбол турнирне уҫнӑ май. Сӑмах илсе калаҫакан ытти ҫынсем те паттӑрлӑх, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫ пирки каларӗҫ, спортсменсене ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Ӑмӑртусем хӗрӳ иртрӗҫ. Мини-футбол турнирӗнче ултӑ команда вӑй виҫрӗ: Ҫӗнӗ Мӑрат, Асанкасси, Комсомольски, Урмаел, «Гигант» команда, Элӗк округӗн команди. Кашниех ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлчӗ. Пуринчен те ӑстарах выляса Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗн команди тӗп парне хуҫи пулса тӑчӗ. Асанкассинчен килнӗ футболистсем иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва инҫетрен ҫитнӗ Элӗк округӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем, медальсемпе дипломсем парса чысларӗҫ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем тата вӗсене пулӑшакансем тав сӑмахне тивӗҫ.
Петр Порядков.

