Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче Т.Е.Иванова тата Н.В.Ковшова преподавательсем ертсе пынипе пултарулӑхне аталантаракан Самира Тукаевапа Анна Потапова пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртекен «Жемчужинки Чувашии — 2026» конкурсӑн финалне ӑнӑҫлӑн хутшӑннӑ.
Ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайри мероприятие хутшӑнни ачасемшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унта кашни номере тӗплӗн хатӗрленӗ чи талантлӑ ҫамрӑк артистсем ҫеҫ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Искусствӑсен шкулӗнче тӑрӑшакан преподавательсем вара кашни вӗренекен патне тӗрӗс ҫул тупса вӗсен талантне аталантарма пӗлеҫҫӗ, вӗсем хатӗрленӗ номерсем яланах малти вырӑнсене тухаҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсемпе вӗсен вӗрентекенӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
Наталия КОВШОВА.

