Вторник, 11 августа

Фестивальте ҫӗнтернӗ

Фестивальте ҫӗнтернӗ

Хусанти патшалӑх культура институтӗнче нумаях пулмасть халӑх творчествине кӑмӑллакансен уявӗ — «Этномириада» конкурс-фестивалӗн иккӗмӗш турӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе 13-мӗш хут йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен тата ют ҫӗршывсенчен пултаруллӑ артистсем пуҫтарӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: «Этномириада» РФ Ҫутӗҫ министерстви йӗркеленипе Раҫҫейри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалласа «Приоритет 2030» программӑпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Унта Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Чӑваш Енрен, Якутинчен, Мускавран, Санкт-Петербургран, Беларусьрен, Казахстанран, Узбекистанран, Грузинчен, Иранран, Китайран тата ытти ҫӗршывсенчен 1800 ытла конкурсант хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче фольклор ансамблӗсем, халӑх модин театрӗсем, ачасен искусствӑсен шкулӗсен солисчӗсемпе ушкӑнӗсем, вузсемпе колледжсен студенчӗсемпе преподавателӗсем пулнӑ.

Фестивале Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗн «Тевет» фольклор ансамблӗ те (преподавателӗ Т.Макарова, концертмейстерӗ С.Просвирнов) хутшӑннӑ. Ачасем «Фольклор ансамблӗсем» тата «Халӑх фольклор ташши» номинацисенче 1-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне пӗчченшерӗн халӑх юрри шӑрантаракансем те пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Варвара Николаева 1-мӗш, Анастасия Макаровӑпа Кира Николаева 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Татьяна МАКАРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *