Округра спорт пурнӑҫӗпе интересленекенсем Карина Ильинан ятне илтнех. Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ-и, йӗлтӗр чупӑвӗ-и, волейбол турнирӗ-и — ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче час-часах ун ятне куратпӑр. Тӑманлӑ Выҫли хӗрӗ, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ илекен Карина мӗн пӗчӗкрен спортпа туслӑ. Вӑл Комсомольскинчи «Кӗтне» спорт шкулӗнче пултарулӑхне аталантарать, уйрӑмах ҫӑмӑл атлетикӑна тата волейбола кӑмӑллать. Кӑҫал тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑскер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине иккӗмӗш хут тивӗҫнӗ.
Спорт ҫирӗп кӑмӑллисене, сывлӑхлисене, тӗллев патне ӑнтӑлма пӗлекенсене юратать. Шӑпах ҫак пахалӑхсемпе палӑрса тӑрать те Карина Ильина. Пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарас тесе вӑл куллен ҫӑмӑл атлетика секцийӗнче тренировкӑсем тӑвать, кӗлеткине аталантарать, пиҫӗхтерет. Вӑл ҫак спорт енӗпе тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнать, округ чысне ҫӳлте тытма тӑрӑшать. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерне В.Орешкина халалласа Ульяновск хулинче регионсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура 1500 метра чупса 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫак ҫулах Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Мемориал В.Г.Надеждина» турнирта та палӑрнӑ, хӑйӗн ӳсӗмӗнче 2-мӗш кӑтартупа финиша ҫитме пултарнӑ. Совет Союзӗн паттӑрне Н.М.Дудецкие халалланӑ республика шайӗнче иртнӗ ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче 3000 метрлӑ дистанцире 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне Каринӑшӑн пысӑк ҫитӗнӳсенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин первенствинче 1000 метрлӑ дистанцири 3-мӗш кӑтарту. Республика, округ шайӗнче тивӗҫнӗ наградисене вара каласа та пӗтереймӗн. Йӗлтӗрпе те ярӑнма ӑста Карина. Вӑл 2021 ҫултанпа районта иртекен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнта. Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тума хӗр ятарлӑ графика пӑхӑнса тренировкӑсем ирттерет. Ҫулла, хӗлле, ҫанталӑкӑн хӑш вӑхӑтӗнче те ҫуран чупать вӑл, ятарлӑ хусканусем тума спортзала ҫӳрет. Час-часах ӑна «Кӗтне» спорт шкулӗн стадионӗнче те курма пулать. Кулленхи тренировкӑсем ӑна ГТО нормисене те ылтӑн паллӑпа пурнӑҫлама пӗрре мар пулӑшнӑ. Карина волейбол турнирӗсене 6-мӗш класранпах хутшӑнать. Вӑл Ҫӗнӗ Мӑрат (малтан — Тӑманлӑ Выҫли) шкулӗн хӗрӗсен командин капитанӗ. Ҫак команда округра иртекен ӑмӑртусенче пилӗк ҫул ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче. Хӗрсен команди Тӑманлӑ Выҫли спортзалне кулленех тренировкӑсене ҫӳрет. Ҫавӑн пекех Карина 6-мӗш класран пуҫласа «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнать, ҫамрӑк армеецсен ушкӑнӗн командирне те ӑнах суйланӑ. Кашни ҫулах ҫак вӑйӑсенче команда тарӑн пӗлӗвне, ӑсталӑхне кӑтартса малти вырӑна тухма пултарать. Ҫакӑн пек кӑтартусем тума пултарни ҫине, паллах, ҫамрӑк армеецсем спортпа туслӑ пулни, ҫар пӗлӗвне мӗн пӗчӗкрен ӑша хывма тӑрӑшни, кашни ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленни пысӑк витӗм кӳрет. Командир маттур пулни те ыттисене хавхалантарса, вӑй парса пыратех ӗнтӗ. Ахальтен мар Карина «Командир шагает впереди» конкурсра 2024 ҫулта 2-мӗш вырӑна, 2023 ҫулта 1-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн пултаруллӑ спортсменкӑн портфолиовӗ пуянлансах пырать. Хӗр пухмачӗнче — 90 медаль.
Карина спорт енӗпе ҫеҫ мар, вӗренӳре те маттур. Вӑл уроксене яланах тӑрӑшса хатӗрленет, «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ вӗренет, тӗрлӗ конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнса мала тухать. Акӑ, сӑмахран, шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературин регионсем хушшинчи олимпиадинче вӑл икӗ ҫул ӗнтӗ призерсен шутне кӗме пултарнӑ. 2023 ҫулта шкул ачисен федераллӑ Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ олимпиадинче 2-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ку вӑл — Раҫҫей шайӗнчи ҫитӗнӳ! Вырӑс чӗлхипе, физкультурӑпа, ОБЗР, чӑваш чӗлхи тата литератури, тӑван ен культури предмечӗсемпе иртнӗ олимпиадӑсенче вара вӑл округ шайӗнче чи маттуррисен шутне кӗнӗ. 2024 ҫулта Карина Ильина республикӑри «Хавал» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе палӑрнӑ, 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Республика шайӗнче иртекен сӑвӑ калакансен «Туркай вулавӗсенче» пӗрремӗш степеньлӗ диплом та кашни ҫулах унӑн аллинче.
Пултаруллӑ та хастарскер ӳкерес енӗпе те ӑста. Вӑл Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн призӗсемшӗн иртекен «Мир глазами детей» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫулсерен ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрать. Унсӑр пуҫне округӑн культура пурнӑҫне те Карина активлӑ хутшӑнать. «Ача-пӑча сасси», «Сельский перепляс» фестиваль-конкурссенче вӑл ҫӳрекен «Асамат» ташӑ ушкӑнӗ пӗрре мар мала тухнӑ, тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ятсене тивӗҫнӗ. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсассӑн Карина алла гитара тытать, хӑй кӑмӑллакан кӗвӗсем калать. 2024 ҫулта талантлӑ хӗр округра иртнӗ «Чӑваш пики» конкурса хутшӑнса хӑйӗн пултарулӑхне туллин кӑтартса панӑ, «Вице-Чӑваш пики — 2024» ята тивӗҫнӗ.
Карина ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑмасть, йывӑрлӑхсенчен хӑрамасӑр яланах малалла талпӑнать. Ӑна шкултан вӗренсе тухса хӑй ӗмӗтленнӗ ҫӗре вӗренме кӗме, чуна ҫывӑх профессие алла илсе пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма сунатпӑр. Кашни пуҫарурах ӑнӑҫу пултӑр, чи ҫӳллӗ тӗллевсене пурнӑҫлама та вӑй-хал ҫитсе пытӑр.
Наталья Калашникова.

