Вторник, 11 августа

Пӗчӗк патриотсем пултарулӑхне кӑтартнӑ

Пӗчӗк патриотсем пултарулӑхне кӑтартнӑ

Аслӑ Ҫӗнтерӗве 81 ҫул ҫывхарса пынӑ май Комсомольскинчи «Радуга» ача садӗнче «Тебе, Великая страна! Тебе, Великая Победа!» фестиваль-конкурс ирттернӗ.

Унта округри тӗрлӗ ача сачӗсене ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ачасем вӑрҫӑ темиллӗ юрӑсем шӑрантарнӑ, ташланӑ, сӑвӑсем вуланӑ, театр сценкисем кӑтартнӑ.

Фестиваль шӑпӑрлансем питӗ маттур пулнине, пӗчӗклех вӑрҫӑ темипе, патриотлӑхпа интересленнине, пултарулӑхне куллен аталантарса пынине ҫирӗплетнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *