Пятница, 14 августа

Пирӗн ташӑҫӑсем – пултаруллисем

Апрелӗн 25-мӗшӗнче «Островок» ташӑ ансамблӗ (Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗ) тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн бал ансамблӗсем ачасен, ҫамрӑксен тата ҫитӗннисен творчествин халӑхсем хушшинчи «Звезда удачи» VI конкурсне хутшӑннӑ. Вӑл Йошкар-Ола хулинче иртнӗ.

Пирӗн ҫамрӑк талантсем «Ташӑ пултарулӑхӗ» номинацире чи маттуррисем пулнине кӑтартса пама пултарнӑ. «Островок» ташӑ ансамблӗ тутар, китай, авар тата чӑваш ташшисем ташласа I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех «Доярочки» тата «Ах, гармошка, заиграй-ка!» ташӑсемпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш, 8-мӗш тата 9-мӗш кадет класӗсен бал ансамблӗсем пурте I степеньлӗ лауреат ята тивӗҫнӗ. Саламлатпӑр!       

 Татьяна ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *