Вторник, 11 августа

Онлайн-сасӑлав иртет

Онлайн-сасӑлав иртет

Парксем, скверсем, ҫуран ҫӳремелли зонӑсем, ача-пӑча тата спорт лапамӗсем… Паянхи кун республикӑри кашни округрах вӑхӑта кӑмӑллӑн ирттермелли вырӑнсем пур.

Чылайӑшне «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ тӑвасси» федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Вӑл РФ Президенчӗн йышӑнӑвӗпе «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗ тӑрӑх «Хула хутлӑхӗ» парти проекчӗ пулӑшнипе 2017 ҫултанпа пурнӑҫа кӗрет. Ҫак программӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — хӑш вырӑна хӑтлӑлатмаллине ҫынсем хӑйсем суйлаҫҫӗ. Шӑпах ялсенче тата хуласенче пурӑнакансем хушшинчи сасӑлава тӗпе хурса хӑш общество вырӑнне илемлетмеллине палӑртаҫҫӗ.

Апрелӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 12-мӗшӗччен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче онлайн-сасӑлав иртет. Унта 2027 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелли хӑтлӑлӑх проекчӗсене суйлаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем тирпей-илем кӗртме 120 ытла территорие сӗннӗ. Эсир те хӑвӑра килӗшекен проектшӑн сасӑлама пултаратӑр.

Палӑртса хӑварар% шӑпах ҫак программа тӑрӑх кӑҫал Комсомольскинчи «Таныш» пасар умӗнчи лапама тирпей-илем кӗртме пуҫлӗҫ. Пӗтӗмӗшле республикипе илсен вара ку ҫул «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ тӑвасси» программӑпа 45 обществӑлла вырӑна хӑтлӑлатасшӑн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *