Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса пынӑ май кӑҫал та ытти ҫулсенчи пекех Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ чӳречисем» акци иртет. Ӑна пирӗн халӑх Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра фашистсене ҫапса аркатнӑранпа 81 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Акцие хутшӑнас тесен хӑвӑрӑн ҫуртсен, хваттерсен, ҫавӑн пекех шкулти классен, тӗрлӗ учрежденисен чӳречисене Ҫӗнтерӳ символӗсемпе илемлетмелле. Чӳречесем ҫине ҫӑлтӑрсем, Георги хӑйӑвӗсем, салютсем, тӳпенелле вӗҫекен тӑрнасем, кӑвакарчӑнсем ҫыпӑҫтарни урамра иртсе ҫӳрекенсене те пирӗн ҫӗршывшӑн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв ҫывхарса пыни ҫинчен аса илтерӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен ҫак акци эпир вӑрҫӑ паттӑрӗсене яланах асра тытнине ҫирӗплетет, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани пама пулӑшать.

