Чӑвашсен наци кӗрешӗвӗ «Кӗрешӳ» республикӑра вӑй илсе пырать. Вӑл пирӗн округра та япӑх мар аталанать. Ҫакна кӗрешӳҫӗсен кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Апрелӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта Кӗрешӳ спорчӗ енӗпе республикӑри 3-мӗш чемпионат иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Мӑратри Степан Малышев 66 килограмм, Никита Малышев 73 килограмм таранхи виҫе категорийӗсенче вӑй виҫсе чемпионсем пулса тӑнӑ. 60 килограмм таранхи виҫере Асанкассинчи Константин Данилов иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Даниил Маргиданов, Евгений Павлов, Богдан Волков та хӑйсен виҫисенче ӑсталӑхпа палӑрнӑ. Округ команди пӗтӗмӗшле кӑтартусемпе 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Спортсменсене, вӗсен тренерӗсемпе преподавателӗсене саламлатпӑр, малашне те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

