Хусанта Пӗтӗм тӗнчери «Туган тел» форум иртнӗ. Унта тӑван чӗлхепе тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упрас тӗллевлӗ вӗренӳ тата культура проекчӗсен представителӗсем хутшӑннӑ. Мероприятие пи-рӗн округ делегацийӗ те ҫитсе килнӗ, форум ӗҫӗнче активлӑхпа палӑрнӑ.
Форум вӑхӑтӗнче «Корстон» суту-илӳ центрӗн лапамӗнче йӗркеленӗ выставкӑра 18 учреждени хӑйсен ҫитӗнӗвӗсене кӑтартса панӑ. Ҫав шутра Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем те пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Габдулла Тукайӑн ачалӑхне тата еткерне халалланӑ творчествӑлла композицие тата халӑх апат-ҫимӗҫӗн экспозицине кӑтартнӑ.
Палӑртса хӑварар% Халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче ҫакӑн пек мероприятисем уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем халӑхсем хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетсе пыма, туслӑха аталантарма тата культура еткерне упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

