Космонавтика кунне халалласа Сӗнтӗрвӑрри хулинче каратэ енӗпе йӗркеленӗ уҫӑ турнирта пирӗн округри «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакансем ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ. Кирилл Акчурин 14—15 ҫулхисем, Андрей Самарин 16—17 ҫулхисем, Арсений Шалин 8—9 ҫулхисем хушшинче иккӗмӗш, Юлия Акчурина 10—11 ҫулхисем, Дмитрий Герасимов 12—13 ҫулхисем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
Вӗсене ҫак спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пулӑшакан Василий Владимирович Акчурин тренера ачасене патриотла воспитани парас енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Республикинчи «Школа каратэ-до» спорт клубӗн ертӳҫи Н.Ю. Александров Тав хучӗ парса чысланӑ.
Малашне те ачасене те, тренера та ӑнӑҫусем ҫеҫ кӗтчӗр.
Валерий Денисов.

