Апрелӗн 21- мӗшӗнче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ хаваслӑ шӑв-шавпа тулчӗ. Кадетсен уяв тумӗсене тӑхӑннӑ арҫын ачасем, ытарайми хӳхӗм кӗпеллӗ хӗрачасем «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» ятпа иртекен кадетсен балне пуҫтарӑнчӗҫ.
«Паянхи бал — ахаль ташӑсем ҫеҫ мар, ӑрусем хушшинчи чӗрӗ ҫыхӑну. Вальсри кашни утӑм Тӑван ҫӗршывӑн чысне тӗрлӗ вӑрҫӑсенче хӳтӗленӗ ҫынсене эпир яланах асра тытнине палӑртать», — уҫрӗ шухӑшне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин мероприятие пуҫтарӑннисене саламланӑ май. Администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова кадетсем — пирӗн мӑнаҫлӑх, ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисем пулни ҫинчен каларӗ, вӗсен чун-чӗринче патриотлӑх туйӑмӗ нихӑҫан та сӳнмессе шаннине палӑртрӗ.
Бал программинче ирӗклӗ тата обязательнӑй композицисем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех мӑшӑрсене те уйрӑммӑн хакларӗҫ. Чи лайӑххисен ятне тивӗҫессишӗн Комсомольски, Йӗпреҫ, Патӑрьел, Елчӗк тата Ҫӗрпӳ округӗсен бал ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.
Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем мероприятире пысӑк ӑсталӑхпа палӑрчӗҫ. Ева Орловапа Евгений Пундяков, Софья Черновапа Владимир Красников, Софья Шалинапа Александр Шуряшкин, Аэлита Митюковапа Ярослав Ефимов, Татьяна Григорьевапа Матвей Михеев «Чи лайӑх бал мӑшӑрӗ» номинацире мала тухса Дипломсене тивӗҫрӗҫ. Ҫак шкулти бал ансамблӗсем те чи маттуррисем пулнине ҫирӗплетрӗҫ. 5-мӗш «к», 6-мӗш «к», 7-мӗш «к», 8-мӗш «к», 9-мӗш «к» классен ташӑҫисем пурте хӑйсен ӳсӗмӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн 6-мӗш класс ачисем 2-мӗш вырӑна тухрӗҫ.
Кадетсен балӗ хамӑрӑн историе, ҫар тивӗҫӗпе илеме хаклакансемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем малашне те иртӗҫ. Вӗсем ҫамрӑксене пӗрлештереҫҫӗ ҫеҫ мар, яваплӑх, патриотлӑх туйӑмӗсене аталантарма та пулӑшаҫҫӗ.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.

