Вторник, 11 августа

Авалхи апатсем манӑҫа тухмаҫҫӗ

Авалхи апатсем манӑҫа тухмаҫҫӗ

Апрелӗн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче ҫемье ӑшӑлӑхӗпе кулинари ӑсталӑхӗн уявӗ иртрӗ. Ӑна «Единая Россия» партин «Ҫирӗп ҫемье» проекчӗпе тата «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелерӗҫ. «Домашняя кладовая» тӗлпулу вӑхӑтӗнче ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫ тӗнчинче пулчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене «Ҫирӗп ҫемье» проектӑн округри координаторӗ Ирина Долгова ӑшшӑн саламларӗ. «Ҫак мероприяти — кулинари вӑрттӑнлӑхӗсене ӑруран ӑрӑва парса ҫемье йӑли-йӗркисене упраса хӑварма пулӑшакан май», — палӑртрӗ вӑл ҫемье темрен те хаклӑ пулнине аса илтерсе.

Пуян опытлӑ «кӗмӗл» волонтерсем Валентина Хораськинапа Вера Макарова чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫӗсене: хуплӑва тата турӑха хатӗрлемелли вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Хуплу — ҫӗпреллӗ чустаран хатӗрленӗ, ӑшне ҫӗрулмипе какай хунӑ кукӑль. Турӑх — сӗт юр-варӗ. Волонтерсем ҫак ҫимӗҫсене пирӗн несӗлсем мӗнле хатӗрлени ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫак йӑласем паянхи кун та манӑҫа тухманни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Тӗлпулура ҫемьери рецептсемпе те паллаштарчӗҫ. Акӑ, Валентина Николаевна сырланран (облепиха) тутлӑ морс хатӗрлемелли вӑрттӑнлӑхсене уҫӑмлатрӗ. «Пирӗн ҫемьере пурте ҫак ӗҫмене кӑмӑллаҫҫӗ, вӑл тутлӑ пулнисӗр пуҫне ӑш хыпнине те лайӑх ирттерет», —палӑртрӗ вӑл.

Мероприятие хутшӑнакан кашни ҫын хӑйне пысӑк ҫемьен пӗр пайӗ пек туйрӗ пулӗ. Кашниех чӑваш халӑхӗн авалтан пыракан апат-ҫимӗҫӗсем ҫинчен пӗлнисӗр пуҫне вӗсене хатӗрлеме те вӗренчӗ.   

Алена ПОЛЯКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *