Воскресенье, 10 мая

Ӑмӑрту старта чӗнчӗ – сезон уҫӑлчӗ

Ӑмӑрту старта чӗнчӗ – сезон уҫӑлчӗ

Юр ирӗлсе ҫӗр типе пуҫларӗ. Ҫуллахи спорт енӗсене кӑмӑллакансемшӗн кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ. Апрелӗн 11-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче округра ҫуллахи спорт сезонне уҫнӑ ятпа ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта шкул ачисемпе пӗрлех территори уйрӑмӗсенчи спорта юратакансем те, ветерансем те хутшӑнчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков  саламларӗҫ, ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗҫ.

Чи малтанах старта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем тӑчӗҫ. 2013—2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗр ачасем хушшинче финиша  малтан Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Софья Гавриловапа (пӗрремӗш вырӑн)  Ева Вершкова (иккӗмӗш вырӑн) ҫитрӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Кира Волкова виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Арҫын ачасенчен Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Артемий Киргизов чемпион пулса тӑчӗ. Роман Тихоновпа Савелий Чернов (иккӗшӗ те Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.

2011—2012 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗр ачасенчен пӗрремӗш вырӑна Шурут вӑтам шкулӗнчи Анита Жукова ҫӗнсе илчӗ.  Хырхӗрри тӗп шкулӗнче пӗлӳ илекен Виктория Малышева финиша иккӗмӗш ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Елизавета Демьянова йышӑнчӗ. Арҫын ачасенчен Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Роман Крылова ҫитекенни пулмарӗ. Хырай ,нел вӑтам шкулӗнчи Дмитрий Ларионовпа  Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи Павел Смирнов иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ шкул ачисем хушшинче те тупӑшу хӗрӳ пулчӗ. Кунта пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи Карина Ильина алӑран вӗҫертмерӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Комсомольски 2-мӗш шкулӗнчи Карина тата Марина Петуховасем. Арҫын ачасенчен те малти икӗ вырӑна ҫак шкулти Кирилл Кузьминпа Александр Алексеев ҫӗнсе илчӗҫ. Хырай ,нел шкулӗнчи Егор Кзыков дистанцие виҫҫӗмӗш вӗҫлерӗ.

2008 ҫулта ҫуралнисенчен Ярослав Кокорев (Комсомольски 2-мӗш) тата Милена Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат) пӗрремӗш, Андрей Калашников (Асанкасси) тата Анна Тарасова (Комсомольски 2-мӗш) иккӗмӗш, Даниил Петров (Ҫӗнӗ Мӑрат) тата Гузель Шарафутдинова (Аслӑ Чурачӑк) виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ.

Аслисем хушшинче 2 километра чупса Зуфар Тимаевпа Владимир Калашников лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. 60—69 ҫулсенчи арҫынсем хушшинче виҫӗ малти вырӑна Вячеслав Мурзаев, Николай Волков, Валерий Денисов ҫӗнсе илчӗҫ. 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсенчен Изольда Андреева пӗрремӗш, Ираида Карпова иккӗмӗш, Ульяна Морозова виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. 70 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Николай Ятманов палӑрчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсем, дипломсем парса чысларӗҫ.  Ҫуллахи спорт сезонӗ уҫӑлчӗ ҫеҫ-ха. Малалла округра пурӑнакансене ҫӑмӑл атлетикӑпа анчах мар, спортӑн ытти енӗсемпе те хӗрӳ ӑмӑртусем кӗтеҫҫӗ. Унта шкул ачисем ҫеҫ мар, спорта юратакан ытти ҫынсем те хастар хутшӑнасса шанса тӑратпӑр.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *