Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗрремӗш хут гидропоника хатӗрӗпе усӑ курма пуҫланӑ. Ҫак пуҫару «Единая Россия» партин «Симӗс экономика» проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ — экологи культурине йӗркелесси тата ҫӗнӗ йышши технологисене вӗренӳ тытӑмне кӗртесси.
Ҫӗнӗ йышши хатӗр ӳсентӑрансене тӑпрасӑрах ҫитӗнтерме май парать. Ачасемшӗн ку интереслӗ вӗренӳ опычӗ ҫеҫ мар, паянхи агротехнологисемпе хӑйсен куҫӗсемпе курса паллашасси те. Вӗсем ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе перекетлӗн усӑ курма та хӑнӑхаҫҫӗ.
Чи малтанах ҫӗнӗ хатӗрпе 6-мӗш кадет класӗнче вӗренекенсем Айгел Айратовна педагог ертсе пынипе ӗҫе пикеннӗ. Ачасем базилик, кресс-салат, кейл купӑста тата брокколи вӑрлӑхӗсене акнӑ. Халӗ вӗсем шӑтса тухма та ӗлкӗрнӗ, хастарсем ӳсентӑрансене сӑнасах тӑрӗҫ.
Петр РОДИОНОВ.

