Воскресенье, 10 мая

Ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем тупӑшрӗҫ

Ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем тупӑшрӗҫ

Нумаях пулмасть Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалласа ЧР тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн призӗсемшӗн «Корэш» наци кӗрешӗвӗн республика турнирӗ иртрӗ.

Мероприятие пуҫтарӑннисене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Ямалетдинов, Чӑваш Енри мӑсӑльмансен Тӗн управленийӗн председателӗ М.М.Хайбуллов, «Федерация Корэш Чувашской Республики» обществӑлла организацин председателӗ Ф.К.Чабатов, Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн спорт программисене пурнӑҫа кӗртекен пайӗн начальникӗ З.М.Валиахметов, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ А.Х.Шакиров саламларӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Турнирта 8 ялтан килнӗ 69 ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ 16 виҫере тупӑшрӗ. «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем пысӑк ӑсталӑх кӑтартса парса пьедесталӑн тӗрлӗ картлашкисем ҫине хӑпарчӗҫ. Булат Галимзянов, Самир Галимзянов тата Камиль Хабибуллин хӑйсен виҫисенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ. Ришат Мингалеев, Амир Зайнуллин, Ресил Гинетуллин, Вадим Никифоров, Радмир Хуснетдинов, Ильмас Шакуров, Инсаф Гайнутдинов, Аминь Хаертдинов 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Ресил Фейзрахманов, Юным Фейзрахманов, Марсель Галиуллин, Расул Мингалеев, Ранил Хабибрахманов, Булат Сафиуллин, Ильмаз Халдеев, Егор Галкин, Семен Исаев, Наиль Мавлютов, Рамиль Сахаров, Юныс Хамидуллин виҫҫӗмӗш вырӑн хуҫисем пулса тӑчӗҫ. Юсуф Айсына, Алмаз Шайхолова тата Ислам Мингалеева «Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑшӑн» номинацире палӑртса хӑварчӗҫ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *