Этнографи фестивалӗ иртӗ

Этнографи фестивалӗ иртӗ

«Единая Россия» партин «Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв культури» проекчӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта апрелӗн 24-мӗшӗнче «Пархатар» этнографи фестивалӗ пулӗ. Унта вӗренекенсемпе педагогсем хутшӑнӗҫ.

Ачасем валли тӗрлӗ конкурс иртӗ% «Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки», «Алӗҫ промысли% иртни тата хальхи», «Музейри пӗр экспонатӑн историйӗ», «Фольклор ансамблӗ», «Наци апат-ҫимӗҫӗ».

Конкурс пирки тӗплӗнрех Вӗренӳ мониторингӗпе аталанӑвӗн центрӗн сайтӗнче ҫырса кӑтартнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *