Кунран-кун хӗвел ӑшшӑнрах та ӑшшӑнрах пӑхать. Ҫавна май ирӗлнӗ юр куписем айӗнчен куҫ умне тӗрлӗрен тасамарлӑх тухрӗ. Хӗлӗпе пуҫтарӑннӑ канфет хучӗсем, пластик савӑтсем, кӗленчесем тата ытти ҫӳп-ҫап тавралӑха сӑнсӑрлатаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн округра экологи уйӑхлӑхӗ ирттерме йышӑннӑ.
Тасалӑх марафонӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗ тӑрӑх республикипех иртет. Кӑҫал регионта 1400 ытла субботник ирттерме планлаҫҫӗ. Паллах, пирӗн округ та вӗсенчен айккинче тӑрса юлмӗ. Уйӑхӗпех эпир урамсене, картишсене, парксене, ҫулсен хӗррисене тата обществӑлла вырӑнсене тирпей-илем кӗртӗпӗр. Тавралӑха тасатас тата хӑтлӑх кӗртес ӗҫе кашниех хутшӑнма пултарать.
Экологи уйӑхлӑхӗн тӗп мероприятийӗсем вара ҫаксем пулӗҫ: Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Симӗс ҫуркунне» субботник, «Раҫҫей шывӗ» акци — ун вӑхӑтӗнче юханшывсемпе пӗвесен ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатӑпӑр, «Асӑну сачӗ» акци — ун вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене асӑнса йывӑҫсем лартӑпӑр. Ҫавӑн пекех вӑрман фондне ҫӗнетес тӗллевпе те мероприятисем пулӗҫ.
Ӗҫ коллективӗсене, активистсене, тӑван тавралӑхшӑн пӑшӑрханакан кашни ҫынна субботниксене хутшӑнма йыхравлатпӑр. Вӗсем округри кашни ялтах иртӗҫ.
Асра тытар: тасалӑх чи малтанах пирӗнтен пуҫланать, хамӑр тӑрӑшмасан эпир пурӑнакан вырӑна никам та килсе тасатса памасть.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

