Тӗллев – халӑх программисене пурнӑҫа кӗртесси

Тӗллев – халӑх программисене пурнӑҫа кӗртесси

Чӑваш Республикинче йӑлана кӗнӗ Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ апрелӗн 15-мӗшӗнче  Комсомольски муниципаллӑ  округӗнче  иртрӗ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Степанов, ЧР Тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Сергей Егоров,Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Комсомольски муниципаллӑ  округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, администрацин структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсем, организаци-предприяти, учреждени ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

Информаци кунӗнче округри ҫынсене, СВО участникӗсемпе вӗсен ҫемье членӗсене ӗҫпе тивӗҫтерес, вӗсене кирлӗ специальноҫ илме, кадр ыйтӑвне татса пама пулӑшас, килӗшӳсем тӑвас тӗллевпе юлашки пилӗк ҫулта мӗнле ӗҫлесе пынипе Комсомольскинчи  «Работа России»  центр ертӳҫи Екатерина Жукова   паллаштарчӗ.

Муниципалитет округӗнче «Культура» наци проекчӗн «Культура хутлӑхӗ» («Культурная среда»)  федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пыракан мероприятисем те сахал мар. Администрацин культура, архив ӗҫӗсен  тата туризм  пайӗн начальникӗ Дария Грибова  2024—2026 ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра ҫак программӑпа республика шайӗнче  сахал мар мероприяти иртнине пӗлтерчӗ, халӑх вӗсене кӑмӑлтан ҫӳренине палӑртрӗ. Шкул ачисем вӗсене Пушкин карттипе хутшӑнаҫҫӗ. СВО участникӗсен ҫемйисем — тӳлевсӗр.

«Мирлӗ пурнӑҫа — утӑм» проектпа килӗшӳллӗн республикӑри пулӑшу десанчӗ умлӑ-хыҫлӑ икӗ хутчен пирӗн  тӑрӑхра пулса СВО участникӗсемпе тата вӗсен ҫемйисемпе куҫа-куҫӑн курнӑҫрӗ, администрацин яваплӑ социаллӑ служба ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗ, татса пама пулӑшрӗ.  Юлашкинчен иртнӗ тӗлпулура ятарлӑ ҫар операцин участникӗсемпе вӗсен ҫемйисенчен 38  ыйту пулнӑ. Вӗсем пурте тимлӗхре, кашниех тивӗҫлӗ хурав, пулӑшу илнине палӑртрӗ халӑха социаллӑ  пулӑшу паракан центр директорӗ Ирина Долгова.

Республикӑра апрелӗн 10-мӗ-                                                                                             шӗнчен пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмалли тапхӑр пуҫланчӗ. Округри пушар надзорӗн начальникӗ  Андрей  Симуков пушар службин ӗҫӗпе кӗскен паллаштарнӑ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтра территори пайӗсенче уйрӑмах хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмаллине ҫивӗчлетрӗ.

— Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май, ҫынсем курӑк ҫунтараҫҫӗ, вӑрмана канма ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ. Анчах та пушар хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмаллине пӗлмеҫҫӗ те тейӗн. Кӑвайт чӗртекенсене, курӑк ҫунтаракансене   саккунпа ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ, явап тыттараҫҫӗ. Штрафсем пысӑк.  Тимлӗ пулӑр! — терӗ Андрей Анатольевич.

Информаци кунне хутшӑннисем ытти ыйтӑва та хускатрӗҫ, ҫийӗнчех тивӗҫлӗ хуравсем илчӗҫ.

Алевтина Ефремова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *