Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан Иван Филиппов биологипе Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑна хутшӑнса призер пулса тӑнӑ. Вӑл 4-мӗш ҫул ӗнтӗ ҫак предмета тарӑннӑн тӗпчет.
Олимпиада апрелӗн 4—10-мӗшӗсенче Екатеринбург хулинче иртнӗ. Унта шкул ачисен теори тата практика пӗлӗвӗсене тӗрӗсленӗ. Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн финалӗнче дипломсене тивӗҫнисем ӑмӑртӑвӑн профилӗпе пӗр килекен Раҫҫейри хуть те хӑш аслӑ вӗренӳ заведенине экзамен тытмасӑрах вӗренме кӗме пултараҫҫӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

