Воскресенье, 10 мая

Проекта сӳтсе явнӑ

Ҫак кунсенче пирӗн округӑн делегацийӗ ял ҫамрӑкӗсен форумне хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш аграри университечӗн никӗсӗнче иртнӗ. 250 ытла ҫамрӑк врач, учитель, аграри тата предприниматель пӗрле пуҫтарӑнса ял территорийӗсене аталантарасси тавра калаҫнӑ, «Единая Россия» партин «Раҫҫей ялӗ» проектне сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паянхи кун агропромышленноҫ комплексӗ ҫӗнӗ йышши технологисемпе ӗҫлекен экономикӑн малта пыракан енӗ пулса тӑни ҫинчен каланӑ. «Ял хуҫалӑхӗ регионӑн пӗтӗмӗшле продукцийӗн 14 ытла проценчӗпе тивӗҫтерет. Ҫак кӑтартусене сыхласа хӑварма пире ҫамрӑк профессионалсем питӗ кирлӗ», — палӑртнӑ республика ертӳҫи.

Форумра ҫак темӑсемпе ятарлӑ лапамсем ӗҫленӗ: «Сывӑ ял», «Ялти бизнес», «Ял валли кадрсем», «Ялта хӑтлӑ», «Ял спорчӗ», «Чӗрчунсен тӗнчине хӳтӗлесси». 

Пирӗн округ делегацийӗ паянхи кун ҫамрӑксене тӳрремӗн пырса тивекен ыйтусене сӳтсе явас ӗҫе активлӑн хутшӑннӑ. Калаҫу ял хуҫалӑхне цифрӑллӑ ҫӗнӗлӗхсене кӗртесси, ҫамрӑк ҫемьесем валли ҫӑмӑллӑхлӑ программӑсене анлӑлатасси, округсенче хуласен шайӗнчи культурӑпа вӗренӳ хутлӑхӗсем тӑвасси тавра пынӑ. Тӗп тӗллев вара — хӑтлӑхпа тата инфраструктурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче хулапа ял хушшинчи чикӗсене пӗтересси. Форумра сӗннӗ пуҫарусене шута илсе республика шайӗнче малашне ялсене аталантарас енӗпе ҫӗнӗ утӑмсем тӑвӗҫ.

Наталья МЕДВЕДЕВА хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *