Воскресенье, 10 мая

Нумай кӑсӑкли пӗлчӗҫ

Нумай кӑсӑкли пӗлчӗҫ

Кӑҫалхи апрелӗн 6—12-мӗшӗсенче Раҫҫей историнче пӗрремӗш хут Космос эрни иртрӗ. Ӑна пуҫласа ҫын тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫак паллӑ пулӑма асӑнса округри ача-пӑча библиотеки те мероприятисем йӗркелерӗ. Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗнче хореографи уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе тӗнче уҫлӑхӗн анлӑшӗнче ҫулҫӳрев йӗркелерӗмӗр. Малтанах истори ҫинче чарӑнса тӑрса ачасемпе пирӗн ҫӗршывра космонавтика мӗнле аталанни пирки видеороликсем пӑхрӑмӑр.  Ун хыҫҫӑн анлӑ калаҫу пулчӗ. Ачасем космос пирки хӑйсен шухӑшӗсене уҫҫӑн  палӑртрӗҫ. Космос викторининче вӗсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. Уяв кульминацийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Улыбка Гагарина» акцие хутшӑнни пулчӗ. «Ҫӗр йӗри-тавра карап-спутникпа вӗҫсе ҫаврӑнса пирӗн планета мӗн тери хитре пулнине куртӑм. Ҫынсем, ҫак илеме упраса пуянлатар, аркатар мар!» — тенӗ тӗнчери пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин. Мероприяти те ҫак шухӑшсене тӗпе хурса вӗҫленчӗ. Ачасемшӗн  ҫак сӑмахсем пил вырӑнне пулчӗҫ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи 8-мӗш класра вӗренекенсем  космонавтика  темипе иртнӗ «Космо-игра: полет к звездам» квиза хутшӑнчӗҫ. Класс ертӳҫи И.А.Автономова ертсе пынипе вӗсем тӑватӑ командӑна пайланса вӑйӑ станцийӗсене ҫула тухрӗҫ. Вӗсем  тӑватӑ тематика тапхӑрӗ витӗр иртрӗҫ% «Космонавты России», «Космонавты и корабли», «Даты и события», «Планеты Солнечной системы». Кашни станцире чарӑнса командӑсем вӑйӑ уйӗсене лекрӗҫ. Вӗсенче ачасен вӑл е ку вӑхӑтра хӑш космонавт вӗҫевре пулнине те, вӗсем мӗнле паттӑрла ӗҫсем тунине те, мӗнле космос карапӗпе уҫлӑха хӑпарнине те тата ытти паллӑ самантсене те пӗлмелле пулчӗ. Хӗвел системинчи планетӑсем мӗнле вырнаҫнине тӗрӗс кӑтартса пама та вӗсене пӗрре те ҫӑмӑл пулмарӗ. Вӗренекенсем ятарласа хатӗрленӗ «Герои звездных дорог» кӗнекесен выставкипе те интересленсех паллашрӗҫ.

Округри ача-пӑча библиотекинче «Знатоки космоса» викторина йӗркелерӗмӗр. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 2-мӗш класра вӗренекенсем Л.П.Алексеева вӗрентекен ертсе пынипе унта хастар хутшӑнчӗҫ.  Ҫын пӗрремӗш хут тӗнче уҫлӑхне хӑпарни ҫинчен кӑтартакан видеоролик пӑхнӑ хыҫҫӑн ачасем хӑйсен пӗлӗвне кӑтартас тесе викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравсем шырарӗҫ. Ҫапла майпа вӗсем космонавтсем, ҫӑлтӑрсем, планетӑсем пирки татах та нумайрах пӗлсе  тавракурӑмӗсене анлӑлатрӗҫ. Вӗсене валли «Герои звездных дорог» кӗнекесен выставки йӗркелерӗмӗр. Унти тӗрлӗ жанрсемпе ҫырнӑ литература вӗҫсӗр-хӗрсӗр космос уҫлӑхӗ пирки татах та ытларах пӗлме май парӗ.

Космонавтикӑна тата тӗнче уҫлӑхне халалланӑ эрне ачасен асӗсенче чылайлӑха  юласса шанма май пур. Вӗсем ҫав кунсенче нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ.

Елена Прокопьева,

Ирина Крылова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *