Воскресенье, 10 мая

Маттур, харсӑр, вӑр-вар

Маттур, харсӑр, вӑр-вар

Пирӗн тӑрӑхра  ӗҫчен, маттур, пултаруллӑ ҫынсем  сахал мар тӗпленнӗ.  Вӗсем мӗн тери пуҫаруллӑ пулнине  хӑйсен тӗслӗхӗсемпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӗлӗнетӗп. Ҫакӑн пек хӗрарӑмсем пирки: «Вутта та кӗреҫҫӗ, чупакан лашана та чараҫҫӗ» тесе калас килет.

Шӑпах ҫакӑн пек хастар ҫынсенчен пӗри — Галина Германовна Смирнова.  Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнаканскере округра пӗлмен ҫын ҫук. Вӑл яланах малта пыракансен йышӗнче. Обществӑлла ӗҫ тумалла-и, уява хутшӑнмалла-и, кама та пулсан пулӑшмалла-и? Галина Германовна яланах малта пырать. Хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисене пӗрле пуҫтарать.  Паянхи кун Галя аппа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене валли гуманитарлӑ пулӑшу пуҫтарас, вӗсене вӑхӑтра ярас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлет.  Ҫак ӗҫшӗн ӑна нумаях пулмасть Мускаври Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен фончӗ Тав хучӗ парса чысланӑ.

— Пӗччен пурнӑҫламалли ӗҫ мар вӑл. Пурте пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмалла. Ҫакӑн пек чухне ҫеҫ пулӑшӑвӑн  пӗлтерӗшӗ   пысӑк.  Хамран мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатӑп. Укҫа-тенкӗ пуҫтармалла-и, кирлӗ тавар туянмалла-и — йӑлтах тума хатӗр. Ентеш-салтаксемшӗн вутта кӗме хатӗр эпӗ, — терӗ пӑрчӑкан пек маттур Галя аппа.

Галина Германовна Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче кун ҫути курнӑ, кунтах пӗлӳ илнӗ, пулас мӑшӑрне те кунтах тӗл пулнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ. Пӗр вӑхӑт хушши хӗрарӑм Хырай ,нел лавккинче сутуҫӑра ӗҫленӗ. Унтан вӑл 11 ҫул ял библиотекинче тӑрӑшнӑ. Шӑпа ӑна каялла суту-илӗве илсе ҫитернӗ. Хырай ,нел лавккин заведующийӗнче тӑватӑ  ҫул тӑрӑшнӑ вӑл. Мускав хулинче те ӗҫлесе курма тӳр килнӗ хӗрарӑмӑн. Пуҫаруллӑскере Александровка ял тӑрӑхӗн депутатне те суйланӑ. Вӑл Кивӗ Сӗнтӗр ялӗн старости те пулнӑ. Икӗ ҫул «Правда» колхоза та ертсе пынӑ. Ахальтен мар вӑр-вар хӗрарӑм паянхи кун та ял пурнӑҫӗшӗн  «ҫунать». Галина Германовна — вырӑнти ветерансен канашӗн председателӗ. Вӑл тӑрӑшнипех пурте пӗрле пуҫтарӑнса автобус  чарӑнакан вырӑна хӗлӗпех юртан хырса тасатса тӑнӑ, ҫӳп-ҫап пуҫтаракан контейнерсем тавра та яланах тирпейлӗ.  Вӑл ҫине тӑнипех эрнере икӗ кун Комсомольскинчен яла  автобус ҫӳремелле тунӑ.

— Ялта маттур ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.  Пурте пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлетпӗр те ӗҫе вӑр-вар пурнӑҫлатпӑр. Надежда Фадеева, Лариса Кошкина, Екатерина Челакова, Нина Безрукина, Надежда Кошкина, Зоя Кзыкова, Елена Михайлова,  Тамара Чернова, Галина Безрукина, Надежда Абукина, Владимир Кудряшов  обществӑлла ӗҫрен пӗрре те юлмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр  пӗр пушӑ ҫурт тавра тирпейлесе чечек лартрӑмӑр, саксем вырнаҫтартӑмӑр. Халӗ кунта пӗрле пуҫтарӑнса канма ҫав тери аван.  Унсӑр пуҫне курӑк ҫулмалла-и, урамсене тирпей-илем кӗртмелле-и — пурте пӗрле пуҫтарӑнатпӑр та наччасрах ӗҫлесе хуратпӑр. Пӗрлӗхре — вӑй тесе ахальтен каламан, — терӗ ялти ӗҫ-хӗлпе паллаштарса Галя аппа.

Ӗҫлеме кӑна мар, юрласа ташлама та ӑста вӑл. Кивӗ Сӗнтӗрте пурӑнакан чи хастар ҫынсем пуҫарнипе вӗсем кашни ҫулах Питрав уявне анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑвашсен йӑли-йӗркипе вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантараҫҫӗ. Ӗмӗртен пыракан йӑла-йӗркене ҫамрӑксене пӗрле явӑҫтараҫҫӗ, вӗсене вӗрентсе хӑварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.  

— Юрлама ҫав тери кӑмӑллатӑп, ҫавӑнпах пулӗ Хирти Явӑшри, Хырай Ӗнел ялӗсенчи юрлакансен ушкӑнӗпе туслӑ эпӗ. Вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ ялсене ҫитсе халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтаратпӑр. Юрласассӑн чунра лӑпкӑ, савӑнӑҫлӑ, — тет Галина Германовна.

Икӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ хӗрарӑм. Шел пулин те, мӑшӑрӗ, Николай Борисович вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Галя аппа ачисемпе мӑнукӗсем тӑван киле пуҫтарӑнсассӑн чунтан савӑнать. Вӗсене пурне те куллен пулӑшса пыма тӑрӑшать.

— Ура утнӑ чухне, сывлӑх пур чухне май килнӗ таран ырӑ ӗҫ тӑвасчӗ. Паянхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ентеш-салтаксене пулӑшма вӑхӑт тупасчӗ. Пирӗн пулӑшу  вӗсене темрен те кирлӗрех. Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать теҫҫӗ. Ҫакна асра тытса малалла тинкересчӗ, — терӗ 70 ҫула ҫывхаракан Галина Смирнова.

 Алевтина Мариян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *