(Малалли).
Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ
Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттернӗ чухне авиаципе усӑ куракан колхозсем нумайланса пынӑ. «Красный Октябрь», «Дружба», «Заря», «Гигант» колхозсем кӑҫал тырӑсем акмалли ҫӗртме уйне гражданла авиаци пулӑшӑвӗпе усӑ курса апатлантарма договорсем турӗҫ», — пӗлтерет хаҫат (1973 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗ).
Уй-хирти тулӑх тырпулшӑн, выльӑх-чӗрлӗхрен продукци ытларах илессишӗн кӗрешнипе, промышленноҫ предприятийӗсенче ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерсе пынипе пӗрлех ку ҫулсенче районта производство объекчӗсем ҫӗкленӗ, колхозсенче строительство ӗҫӗ уйрӑмах нумай пулнӑ. «Чувашмежколхозстрой» пӗрлешӗвӗн Комсомольскинчи строительствӑпа монтаж управленийӗн рабочийӗсемпе колхозри строительсем «Урожай» ял хуҫалӑх артелӗнче типовой проект тӑрӑх сысна вити тӑваҫҫӗ. Вите 1000 пуҫ сысна вырнаҫмалӑх пулать, унти йывӑр ӗҫсене пӗтӗмпех механизацилеме пӑхнӑ» (1971 ҫулхи июлӗн 10-мӗшӗ). «Пилӗкҫуллӑхра колхозра строительство ӗҫӗсем анлӑн сарӑлмалла. Ҫавна май эпир 5 строительсен бригади йӗркелесе яратпӑр», «Вӗсен 200 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли ҫӗнӗ витене туса пӗтермелле. Кунсӑр пуҫне витнӗ йӗтем, пахчаҫимӗҫ хранилищине те кӑҫалах хута ямалла. Ҫаксемсӗр пуҫне тата 400 пуҫ вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ комплекса 1973 ҫулта хута яратпӑр» тесе палӑртать «Красный Октябрь» колхоз председателӗ Г.Ракчеев «Ҫӗнӗ ҫуртсем пулӗҫ» статьяра (1972 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗ). «Россия» колхозри Н.Тяканов ертсе пыракан строительсен бригади мастерской тунӑ ҫӗрте ӗҫлет. Халӗ вӗсем мастерской тӑррине витеҫҫӗ. Ҫӗнӗ мастерскойра токарнӑй, моторнӑй, сварочнӑй, тимӗрҫӗ цехӗсем пулаҫҫӗ» (1972 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗ). «Комсомольскинчен тухсан, Урмаелне каякан аслӑ ҫулӑн сылтӑм енче кирпӗчрен тунӑ темиҫе ҫурт тата кирпӗч куписем курӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтах ҫӗклемелли кран ҫӳлелле кармашать. Кунта 4000 ӗне выльӑх усрамалли комплекс пулать. Ӑна «Чувашколхозстрой» пӗрлешӗвӗн Комсомольскинчи строительствӑпа монтаж управленийӗ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ҫак хӑватлӑ объекта тунӑ ҫӗре районти 12 колхоз хутшӑнать. Проектра 16 объект пулмалла» (1974 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗ).
Корреспондентсем стройкӑсене ҫитсе репортажсем хатӗрленӗ, строительсене хӑйсене те хаҫат страницисенче сӑмах панӑ. «Илемленет Комсомольски» заметкӑра ҫырнипе паллашар-ха% «Кӑҫал кунта пурнакансенчен чылайӑшӗ тинтерех туса пӗтернӗ 12 хваттерлӗ ҫурта пурӑнма куҫрӗҫ. Унти хваттерсене пӑспа ӑшӑтмалла тунӑ, газ кӗртнӗ. Халӗ коммуналлӑ предприятисемпе тирпей-илем кӳрес тӗлӗшпе ӗҫлекен комбинат рабочийӗсем Куйбышев урамӗнче сакӑр хваттерлӗ ҫурт тӑваҫҫӗ. Кӑҫалах универмаг-ресторан ҫуртне туса пӗтермелле. Универмаг-ресторан икӗ хутлӑ пулать… Строительсен пӗр ушкӑнӗ ҫул-йӗр участокӗн ҫуртне тӑвать… Комсомольски ялӗн малашлӑхӗ пысӑк% кӑҫал район центрӗнче 30 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ, 12 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт, Комсомольскинчи вӑтам шкул зданине тума пуҫламалла» (1970 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗ). «1974—1979 ҫулсенче районти 1548 ҫемье ҫӗнӗ ҫуртсене кӗчӗҫ. Иртнӗ ҫул анчах ҫӗнӗ ҫуртсене 213 ҫемье куҫнӑ, 50 ҫемье коммуналлӑ хваттер илнӗ».
Районта промышленность аталанса пынӑ. Предприятисемпе организацисем производство калӑпӑшне ӳстерсех пыма тӑрӑшнӑ. Районта чи пысӑк предприятисенчен пӗри «Сельхозтехника» пӗрлешӳ пулнӑ. 1974 ҫулта кунта 270 ҫын ӗҫленӗ. Инженерла-техникла ӗҫченсем хӗрӗхе яхӑн пулнӑ. Вӑл предприяти пирки ҫырнӑ статьяран: «Виҫӗ ҫул хушшинче пӗрлешӳре йӗркеленӗ тата ытти курссем витӗр 45 ҫынна шофера вӗрентсе кӑларнӑ, халӗ унта 11 ҫын вӗренет», «1971—1973 ҫулсенче планпа вӗсен республикӑри колхозсемпе совхозсене Т-40, Т-40А тракторсене 1465 штук юсаса памалла пулсан, мастерскойран 1601 трактор кӑларнӑ. Автомобильсем 805 вырӑнне 910 юсанӑ. Ҫавӑн пекех 1035 трактор двигателӗ юсаса парса виҫӗ ҫулхи заданине 125 процент пурнӑҫланипе вӗҫленӗ», «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗнчи механизаторсем районти колхозсене тӑпра эрозийӗпе кӗрешнӗ, кӗтӳ ҫӳретмелли культурӑллӑ ҫарансем тунӑ, уй-хирсене вырӑнти удобрени кӑларнӑ, ҫӗрсене извеҫленӗ ҫӗрте те пысӑк пулӑшу панӑ», «Халӗ кунта автомашинӑсемпе автомобильсен хисепӗ 59 ҫитнӗ, кӑҫал кӑна техникӑлла пулӑшу памалли икӗ автомобиль туяннӑ», «Юсав мастерскойӗнче ҫӗнӗ йышши станоксем вырнаҫтарнӑ, машинӑсене ҫумалли конвейер комплексне тата сӑрламалли камерӑна ӗҫе кӗртнӗ. Рабочисемпе служащисене апатланма 50 вырӑнлӑх столовӑй, икӗ продавец ӗҫлемелли апат-ҫимӗҫ продукчӗсем сутмалли магазин тунӑ. Ача садне кирпӗчрен купаласа ӑна 50 койка вырнаҫмалӑх аслӑлатнӑ. Кунсӑр пуҫне пурӑнмалли икӗ хваттерлӗ 12 ҫурт лартнӑ… Икӗ хутлӑ, 22 хваттерлӗ ҫурта ӗҫе ячӗҫ». (1974 ҫулхи июнӗн 11-мӗшӗ).
«Кӑҫал станци умӗнче пысӑк ӗҫсем тӑраҫҫӗ. Сезонра 296 пин чӑх тата 21 пин кӑвакал чӗппи кӑлармалла. Вӑл шутран 236 пин чӑх чӗппи, 18 пин кӑвакал чӗппи колхозсемпе уйрӑм хуҫалӑхсене сутмалла», — каласа парать районти инкубатор станцийӗн директорӗ В.Скворцова (1972 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ).
Районти йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комбинат директорӗн П.Скворцовӑн «Кӑҫал — 130 енӗпе» статйинчи йӗркесем: «Комбинат ӗҫҫыннисенчен нумай-нумай тӗрлӗ заказ йышӑнать. Хальхи вӑхӑтра, сӑмахран, пирӗн коллектив 120 тӗрлӗ йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерет. Анчах та ку чикӗ мар. Кӑҫалах эпир ӗҫҫыннисен ыйтӑвӗсене 130 енӗпе тивӗҫтерме пуҫласшӑн». (1973 ҫулхи июлӗн 11-мӗшӗ). 1976 ҫулта комбинат 270 тӗрлӗ йӑла пулӑшӑвӗсем пама пуҫлани пирки ҫырнисем пур.
Юрий ГАВРИЛОВ.

