Пирӗн ентеш, Аслӑ Чурачӑкра ҫуралса ӳснӗ Александра Павлова (Кириллова) пӗрремӗш «Вице-мисс ОДОН—2026» пулса тӑнӑ.
«Мисс ОДОН—2026» конкурсӑн Балашиха хулинче иртнӗ финалӗнче ятарлӑ службӑра тӑракан чи талантлӑ та илемлӗ 12 пике ҫак ятшӑн тупӑшнӑ. Ятарлӑ тӗллевлӗ «Витязь» центрӑн аслӑ сержанчӗ Александра Павлова пӗрремӗш вице-мисс ята тивӗҫме пултарнӑ. Сцена ҫине вӑл чӑваш тӗррипе илемлетнӗ тумпа тухнӑ, чӑвашла юрӑ шӑрантарнӑ.
Александра «Витязь» центрта контракт тӑрӑх служба тухать. Вӑл спортпа туслӑ, йӗлтӗрпе чупассипе, биатлонпа, тӗл перессипе иртекен ӑмӑртусене час-часах хутшӑнать, ҫар пӑшалӗнчен тӗл перес енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.
Александрӑна пысӑк ҫӗнтерӳпе чунтан саламлатпӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

