Регионти «Время СВОих» программа тӑрӑх пӗлӗвӗсене тарӑнлатнӑ пӗрремӗш выпускниксем ҫак кунсенче дипломлӑ пулса тӑнӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ документа вӗсем ЧР Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн аллинчен илнӗ.
Ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухнисем хушшинче пирӗн округри хастар ҫамрӑк Рияз Феткуллин та пур. Вӑл муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пынипе ҫулталӑк тӑршшӗпе вӗренӳ программине ӑша хывнӑ, ҫавӑн пекех округӑн обществӑлла пурнӑҫне те активлӑн хутшӑннӑ: ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттернӗ, хӑйӗн ҫарти опычӗпе паллаштарнӑ, патриотла воспитани парас тӗллевлӗ мероприятисенче те активлӑ пулнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ ентеш каласа панисем ачасен те, ҫамрӑксен те чун-чӗрине хускатнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Время СВОих» программа ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнакансене патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе пӗлӳ илме пулӑшать. СВО ветеранӗсене хальхи вӑхӑтра ертӳҫӗре ӗҫлекенсем наставник пулса вӗрентсе пыраҫҫӗ, хӑйсен опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Диплом илнисем малалла влаҫ органӗсенче е предприятисен ертӳҫисенче ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

