Воскресенье, 10 мая

Вăрланă юратăвăн хакĕ

(Малалли).

Калав

Чим-ха, кăçал Тольăпа пĕрлешнĕренпе июнĕн 4-мĕшĕнче 30 çул тулатчĕ. Нивушлĕ мана валли туяннă вăл çаксене? Хăйне ман умра юратакан, хисеплекен упăшка пек кăтартасшăн пулнă-ши? Вăт çын!!! Сурăх тирĕпе витĕннĕ кашкăр тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Хамăн укçапа мана парне тăвасшăн пулнă. Икĕ миллион тенкине 2-мĕш çемйине панă пулса тухать. Дачăри çĕнĕ пӳртне те иксĕмĕр пухнă укçа-тенкĕпех çĕкленĕ. Малтанхи çулсенче уçнă перекет кĕнеки ниçта та çук. Укçине илсе пĕтернĕ те кĕнекине те «çухатнă». Ыранах тĕл пулмалла Марина Гавриловнăпа. Вĕсен пурнăçĕ çинчен нимĕн те пĕлместĕп вĕт. Эпĕ — педагог, хĕрсе кайма кирлĕ мар», — хăй ăшĕнче шухăшларĕ Нина Петровна.

Сейфри хутсене пурне те çĕнĕрен пăхса тухрĕ. Кирли нимĕн те тупаймарĕ. Пĕр хут листи çине телефон номерĕ çырнă. Тепĕр енче Марина тенĕ.

Алли хăех телефон патнелле туртăнчĕ, хут çинчи номерпа шăнкăравларĕ.

— Ырă каç пултăр, Марина Гавриловна. Сире Тольăн мăшăрĕ Нина Петровна чăрмантарать. Манăн сирĕнпе курса калаçмалли пур. Илтетĕр-и эсир мана?

— Илтетĕп, илтетĕп. Ырă каç пултăр.

— Ыран эпĕ сире хамăр пата чĕнесшĕн. Каçхине 6 сехетре килме пултаратăр-и? Адреса пĕлетĕр-и?

— Пĕлетĕп, Толя каланăччĕ. Ма-нăн та сире пĕлтермеллисем пур.

— Калаçса татăлтăмăр апла пулсан. Сывă пулăр.

— Ыранччен, Нина Петровна.

Çакăн пек кĕске калаçу пулса иртрĕ икĕ хĕрарăм хушшинче.

Упăшкин иккĕмĕш çемйипе тĕплĕнрех паллашса унăн ăнланмалла мар хăтланăвĕн тупсăмне тупас терĕ Нина Петровна. «Лайăх, йĕркеллĕ пурăннă çĕртен çак киревсĕр утăм патне мĕн илсе çитерме пултарнă-ши ăна?» — текен шухăш ниепле те тухма пĕлмест унăн пуçĕнчен.

Лариса килне йĕркеллех çитни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ваттисен çуртĕнче ашшĕн япалисене пурне те илсе юлнă иккен.

Паян тупнă эрешсем çинчен хĕрĕпе кĕрỹшне пĕлтерес темерĕ, тĕлпулу хыççăн çеç калас терĕ. Тепĕр кунне Марина Гавриловна палăртнă вăхăтра Нина Петровна хваттерĕнче пулчĕ. Калаçăва, кофе ĕçнĕ май, кил хуçи хĕрарăмĕ пуçларĕ:

— Упăшкана 30 çул пурăнса та пĕлсе çитеймерĕм пулас. Манпа пурăннă хушăрах мĕншĕн санпа çыхланса каймалла пулнă-ха унăн? Çемьеллĕ арçынпа çемье çавăрнине мĕнле ĕненмелле? Ăçта, хăçан паллашнă эсир унпа?

— Николаевка ялĕнче фельдшер пулса ĕçлетĕп эпĕ.
Хăш-пĕр чухне хулана кайма тивет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *