Вут-кӑвартан сыхлан, тавралӑха упра

Апрелӗн 10-мӗшӗнчен Чӑваш Республикинче официаллӑ йӗркепе пушар хӑрушлӑхӗн сезонӗ пуҫланчӗ. Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӑрманта  тухма пултаракан пушарсене сӳнтермелли пӗтӗмӗшле плана ҫирӗплетнӗ, шалти службӑсем вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешме  хатӗр. Анчах та чи кирли — халӑх  хӑй вут-ҫулӑм хӑрушлӑхне ӑнланни, унран сыхланни.

Апрель вӗҫнелле типӗ, хӗвеллӗ ҫанталӑксем пуҫланаҫҫӗ. Ҫакӑ вут-кӑвар сиксе тухас хӑрушлӑха ӳстерет. Ҫавӑнпа та вут-кӑвар чӗртес енӗпе чылай чарусем вӑя кӗреҫҫӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑҫемӗн ҫынсем канма ҫутҫанталӑка тухма васкаҫҫӗ. Шашлӑка юратакансене вӑрмансенче, катасенче тата йывӑҫсем ҫывӑхӗнчи ытти вырӑнсенче те  кӑвайт чӗртме те, мангалсемпе усӑ курма та юраманни пирки асӑрхаттаратпӑр. Ӑна хӑвӑрӑн хуҫалӑхра е ятарласа ҫав тӗллевпе тунӑ вырӑнсенче ҫеҫ хатӗрлӗр. Типӗ курӑка та чӗртсе ярса ҫунтармалла мар. Ҫулӑм самантрах пысӑк лаптӑка ярса илме пултарать.  Вӑрмана, пурӑнмалли ҫуртсем ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах шӑрӑх тӑнӑ тапхӑрта вӑрмансене кӗме те чараҫҫӗ.

Эсир чӗртнӗ кӑвайта никам та курмасть тесе ан шутлӑр. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви «Геоскан 801» пилотсӑр вӗҫев аппарачӗсемпе тата видеомониторинг системипе республикӑри лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать, кӑвайт чӗртнӗ  вырӑнсене асӑрхать. Пушар хӑрушлӑхӗн вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑшӑн айӑплав виҫи те пысӑк. Уйрӑм ҫынсене 40—50 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсене 60—90 пин тенкӗ, юридици сӑпатӗнчи ҫынсене 600 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штрафсем параҫҫӗ.

Пушар хӑрушлӑхӗн вӑхӑтӗнче обществӑлла организацисем те сыхлӑх енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. «Единая Россия» партин «Чистая страна»  проекчӗн регионти координаторӗ Эмир Бедертдинов вӑрмансене пушартан сыхласси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑнине палӑртнӑ% «Чӑваш Енре сезон умӗн вӑрманти пушара хирӗҫ кӗрешмелли станцисем 21 ҫӗрте йӗркеленӗ, 150 техника хатӗрленӗ. Анчах та чи пӗлтерӗшли — халӑх вут-ҫулӑм хӑрушлӑхӗ пирки ӑнланни, ҫунакан пирус тӗпне ҫӗре пӑрахманни, типӗ курӑка ҫунтарманни. Ҫутҫанталӑка упрасси ҫавӑнтан пуҫланать те».

«Экологи ӑнӑҫлӑхӗ» наци проекчӗн тӗллевӗсем те ҫутҫанталӑка сыхлассипех ҫыхӑннӑ. Сотовӑй ҫыхӑну вышкисем ҫинчи камерӑсем регионӑн кашни кӗтесне тенӗ пекех сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем апрелӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫланӑ, сӑнав октябрӗн 30-мӗшӗчченех пырӗ.

Кашни ҫын пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнсан вут-ҫулӑм сиксе тухмӗ. Ҫуркунне пурте юр айӗнчен тухнӑ тасамарлӑха пуҫтараҫҫӗ, тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Анчах та иртнӗ ҫулхи типӗ курӑкран тасалас тесе ӑна ан чӗртӗр. Ӑна пула ҫулсеренех  нумай инкек пулать. Асӑрхамасӑр, шутласа пӑхмасӑр тунӑ утӑм ҫутҫанталӑк пуянлӑхне те, кил-ҫурт таврашне те пысӑк сиен кӳме пултарнине ӑнланӑр. Автомашина пынӑ вӑхӑтра кабинӑран сӳнтермен пирус тӗпне пӑрахса хӑварни те тепӗр чухне тавӑрма ҫук инкек кӑларса тӑратма пултарать.  Ҫул хӗрринчи пӗлтӗрхи типӗ курӑк  ҫине ӳксен вӑл самантрах хыпса илет.

Тӗтӗм тухнине е вут-ҫулӑма  курсан айккинчен ним пулман пек иртсе ан кайӑр, ҫийӗнчех 112 е 101 телефонсемпе шӑнкӑравлӑр. Ҫутҫанталӑка упрар, йӗркене ҫирӗп пӑхӑнар!

Андрей Кондратьев,

 Комсомольски  лесничествин участокри лесничийӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *