Воскресенье, 10 мая

Виталий Воронцов – паттӑр ентеш

Виталий Воронцов – паттӑр ентеш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунӑ ентешсене асра тытасси, вӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлтересси — пирӗн тивӗҫ. Ҫак тӗллеве тӗпе хурса «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗпе килӗшӳллӗн шкулсенче «Геройсен парттисене» йӗркелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче те ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн пуҫне хунӑ Виталий Воронцов ячӗпе ҫакӑн пек парта уҫнӑ.

Виталий Хирти Мӑнтӑр ялӗнче 1999 ҫулта ҫуралнӑ, ялти шкулта пӗлӳ илнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӗрлӗ мероприятисене хастаррӑн хутшӑннӑ, спортпа туслӑ пулнӑ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче строительство ӗҫӗсен мастерне вӗреннӗ. Вӑхӑт ҫитсен салтак атти тӑхӑнса ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑ.

2022 ҫулти октябрь уйӑхӗнче В.Воронцов мобилизаци йӗркипе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, снайпер пулса службӑра тӑнӑ. Ҫар задачисене яланах хӑюллӑн та чыслӑн пурнӑҫласа пынӑшӑн ӑна «За отвагу» тата «Участнику СВО» медальсемпе наградӑланӑ. 2024 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче салтак паттӑррӑн пуҫне хунӑ. Ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӑюлӑх орденӗпе чысланӑ.

Герой парттине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Степанов, ЧР Тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Сергей Егоров, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Лина Афанасьева, Виталийӗн ашшӗпе амӑшӗ, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем Виталий Николаевич ячӗпе уҫнӑ парта ачасене паттӑр ентешӗ ҫинчен яланах аса илтерсе тӑрассине, ун пекех хӑюллӑ та маттур пулма хавхалантарассине ҫирӗплетнӗ, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ ентешсен ячӗсем пирӗн округ ҫыннисен чӗрисенче яланах упраннине палӑртнӑ. 

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *