Юр ирӗлнӗ май пахчара мӗн те пулин ҫунтарнӑ чухне пушар тухас хӑрушлӑх ӳсет. Ҫавӑнпа хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки тепӗр хутчен аса илтеретпӗр.
Пахчара ҫӳп-ҫап е мӗн те пулин ҫунтарма шухӑшларӑр пулсан 30 сантиметртан кая мар тарӑнӑш шӑтӑк чавмалла. Диаметрӗ 1 метртан ытларах пулмалла мар. Ҫӳп-ҫапа тимӗр виткӗчпе хупӑнакан тимӗр пичкере (калӑпӑшӗ 1 кубла метртан пысӑкрах ан пултӑр) ҫунтарма та юрать. Ҫулӑма кил-ҫуртран, ытти хуралтӑран сахалтан та 50 метр аякра чӗртмелле. Ҫав вырӑна малтан 10 метр радиус чухлӗ хӑрӑк туратран, типӗ курӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатмалла. Паллах, пушар сӳнтермелли хатӗрсем алӑ айӗнчех пулмалла (огнетушитель, шыв, кӗреҫе). Тата ҫакна ан манӑр: уҫӑ вырӑнта ҫунакан ҫулӑма пӑхмасӑр хӑвармалла мар! Астӑвӑр: торфлӑ тӑпра ҫинче, пушара хирӗҫле режим вӑйра пулсан, ҫил вӑйлансан пахчара нимӗн те ҫунтармалла мар.
Ҫак йӗркесене пӑхӑнмасан штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Пушара хирӗҫле режим вӑйра чухне кӑвайт чӗртсен ахаль ҫынсен — 10—20 пин, должноҫри ҫынсен — 30—60 пин, юридици сӑпачӗсен 400—800 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курса ют ҫын пурлӑхне сиен кӳрсен е тӗп тусан уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Айӑпли ҫине хуракан штраф — 120 пин тенкӗрен пуҫласа. Куншӑн 1 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма та пултараҫҫӗ. Пушара пула вӑрман шар курчӗ пулсан айӑплав пушшех те ҫирӗп: чи пӗчӗк штраф — 500 пин тенкӗ е 4 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Асӑрханӑр! Пушар ытларах чухне ҫынсен айӑпӗпе тухать. Инкек сиксе тухсанах 101, 01 е 112 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле.
Ремис Шарафутдинов,
округ администрацийӗн ятарлӑ ӗҫсен пайӗн начальникӗ.

