Комсомольскинчи Сорокинсем Раҫҫей шайӗнче иртекен «Крылья детства» ҫемье фестивальне хутшӑнма заявка тӑратнӑ.
Фестивале Раҫҫейри ачасен тата ҫамрӑксен центрӗ йӗркелет. Конкурса иккӗмӗш класра вӗренекенсем — «Орлята России» программӑн чи активлӑ хастарӗсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем хушшинче чи маттуррисене суйласа илсе Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале йыхравлаҫҫӗ. Вӑл августӑн 5—9-мӗшӗсенче иртет.
Сорокинсем% ҫемье пуҫӗ Радислав, унӑн мӑшӑрӗ Ольга тата хӗрӗ Ульяна — чӑн-чӑн команда. Вӗсем фестиваль шайӗнче кӑткӑс, анчах та питӗ интереслӗ икӗ задание пурнӑҫлама та ӗлкӗрнӗ. Унта вӗсем хӑйсем мӗнпе интересленни, ҫемьери хаклӑхсем тата пӗрлехи проектсем ҫинчен каласа панӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 2-мӗш «б» класра пӗлӳ илекен Ульяна Сорокина фестивале Мускава йыхравласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Сорокинсене ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме ӑнӑҫу сунатпӑр.
Петр РОДИОНОВ.

