Республикӑра сывлӑх сыхлавӗнчи наставничествӑн «Путь профессионала» проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫамрӑк специалистсене вӗрентес тата пулӑшса пырас енӗпе ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тин ҫеҫ медицинӑра пӗрремӗш утӑм тӑвакансемшӗн професси пурнӑҫне хӑнӑхасси ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫакӑн пек чухне шӑпах наставник йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать те.
Комсомольски тӗп больницинче наставничество йӑлисем тахҫантанпах вӑйра. Унта опытлӑ специалистсем ҫамрӑк ӗҫтешӗсене ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнисӗр пуҫне хӑйсене шанчӑклӑн туйма пулӑшаҫҫӗ.
«Наставничество вӑл — куҫа курӑнман, анчах та питӗ вӑйлӑ пулӑшу. Вӑл ҫамрӑк специалиста хӑйне тата хӑйӗн пӗлӗвӗсене шанма вӗрентет, — тет хирурги уйрӑмӗн аслӑ медицина сестри Людмила Владимирова. — Вӑл клиника шухӑшлавне аталантарма, пациентсемпе тата вӗсен тӑванӗсемпе кирлӗ пек калаҫма, васкавлӑ лару-тӑрура тӗрӗс йышӑнусем тума хӑнӑхтарать, яланах аталанса пыма хавхалантарать. Манӑн наставник хирурги уйрӑмӗнче аслӑ медицина сестринче тӑрӑшнӑ Любовь Семеновна Сумзина пулнӑ. Тавтапуҫ ӑна мана яланах пулӑшса пынӑшӑн, мӗн пӗлменнине ӑнлантарнӑшӑн».
Людмила Ивановна хирурги уйрӑмӗнче 45 ҫул вӑй хурать, вӗсенчен аслӑ медицина сестринче — 30 ҫул ытла. Паянхи кун вӑл хӑй ҫамрӑк специалистсемшӗн наставник пулса тӑрать. Людмила Ивановна хӑйӗн опычӗпе тата пӗлӗвӗпе паллаштарать, практика хӑнӑхӑвӗсене ҫамрӑксене парать, професси тивӗҫӗсене кам мӗнле пурнӑҫласа пынине тӗрӗслесе тӑрать, пациентсемпе тӗрӗс ӗҫлеме хӑнӑхтарать, йывӑр лару-тӑруран тухма вӗрентет. Ҫавӑн пекех вӑл куллен консультацисем ирттерет, операци блокӗнчи ӗҫӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсене ӑнлантарса парать, инструментсемпе усӑ курнӑ чухне тимлӗ пулма ыйтать.
Унран вӗренсе пыракансенчен пӗри — Олеся Корнилова. Вӑл хирурги уйрӑмӗн медицина сестринче икӗ ҫул ытла тӑрӑшать. «Наставничество ман вӗренӗвӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑрать. Людмила Ивановна вӑл е ку процедурӑна мӗнле тумаллине кӑтартса панисӗр пуҫне профессионал пек шухӑшлама, кашни лару-тӑрура ҫухалса каймасӑр хӑвӑрт йышӑнусем тума вӗрентет. Вӑл пулӑшнипе эпӗ хама ӗҫре шанчӑклӑн туятӑп. Ӑна чӑтӑмлӑхӗшӗн, тимлӗхӗшӗн, пирӗнтен чӑн-чӑн специалистсем тума тӑрӑшнишӗн чӗререн тав тӑватӑп!» — уҫать шухӑшне ҫамрӑк медсестра.
Людмила Ивановнӑпа Олесьӑн тӗслӗхӗ сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче наставниксем мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса парать. Наставничество медицина пулӑшӑвне пахалӑхлӑн пурнӑҫласа пыма тата сывлӑх сыхлавне малалла аталантарма пулӑшать.
Ирина КОРНИЛОВА.

